Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир Раҫҫейӗн стратегилле интересӗсене, граждансен конституцире палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ ӗҫ тӑватӑр. 

Хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чыслӑн тата тивӗҫлипе пурнӑҫланӑран, палӑртнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн татса пама пӗлнӗрен, пысӑк ӑсталӑхлӑ пулнӑран тата кӑмӑл-сипетӗн чи паха енӗсемпе палӑрса тӑнӑран сире Чӑваш Республикинче пурӑнакансем чӑннипех шанса хисеплеҫҫӗ.

Служба тивӗҫне чыслӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн, тӳсӗмлӗхшӗн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннӑшӑн сире чӗререн тав тӑватӑп. Ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн мӗн пур вӑйне парса тӑрӑшнӑ, паян хӑйсен нимрен те хаклӑ опычӗпе пӗлӗвне сотрудниксен ҫӗнӗ ӑрӑвне паракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                М.Игнатьев



19 декабря 2014
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter