Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетика комплексӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Ен энергетика комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Энергетика производствӑн чи пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри шутланать, мӗншӗн тесен вӑл обществӑн экономика  тата социаллӑ пурнӑҫӗн мӗн пур сфери тухӑҫлӑ ӗҫлессине тивӗҫтерет.

Чӑваш Енӗн хӑватлӑ энергетика тытӑмӗ паян республикӑна кал-кал аталантармалли ҫирӗп никӗс пулса тӑрать. Ӑна йӗркелесе ҫитерессишӗн пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсен темиҫе ӑрӑвӗ нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленӗ.

Пысӑк энергетика компанийӗсемпе ӑнӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлени Чӑваш Енри электротехника кластерӗн предприятийӗсене производство калӑпӑшне ӳстерме, хӑйсен конкурентлӑхне вӑйлатма, потреблени пахалӑхӗсемпе чикӗ леш енче туса кӑларакан ҫавнашкал таварсенчен ирттерекен импорта улӑштаракан таварсен тӗсӗсене тума пулӑшать. Малашлӑхра – Шупашкарта электротехника промышленноҫӗн изделийӗсене сертификацилекен центр уҫасси, ҫакӑ хамӑр ҫӗршыври тавар кӑларакансемшӗн хушма майсем йӗркелет.

Чӑваш Ен энергетикӗсем хӑйсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне тата яваплӑхне халиччен пӗр хут кӑна мар ҫирӗплетрӗҫ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче республикӑри хуласемпе ялсем ҫине йӑтӑнса аннӑ пӑрлӑ ҫумӑр 100 пин ытла ҫынна ҫутӑсӑр тӑратса хӑварчӗ. Ҫанталӑкӑн йывӑр условийӗсене пӑхмасӑр, явӑҫтарнӑ мӗнпур служба ырми-канми тата кал-кал ӗҫленине пула инкек сиенӗсене чи кӗске тапхӑрта пӗтӗмпех пӗтерме, ялсене  тата ҫуртсене электроэнерги ҫӑл куҫӗсемпе ҫыхӑнтарма  май килчӗ.

Хӑйсен нимрен хаклӑ опытне энергетиксен ҫамрӑк ӑрӑвне паракан ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, телей тата ырлӑх сунатӑп!

  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 М.Игнатьев

 



19 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter