Хусанта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă канаш ларăвĕн ĕçне хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Хусанта пулнă. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă  канаш ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн граждансене патриотла воспитани парас, çамрăксене салтака каичченхи тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче шкул ачисемпе студентсене çарпа патриотизм, спорта, наукăпа тĕпчев ĕçĕсене явăçтарни тĕп кăтартусенчен пĕри пулнине асăннă.  Вăл çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Пермь Суворов çар училищине йĕркелесе яма Указа алă пусса çирĕплетнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Канаш ларăвĕнче Атăлçи округра çамрăксене çарпа патриотизм воспитани парас енĕпе ятарлă тытăм йĕркеленнине каланă. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсем пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. 2014 çул кăтартăвĕсем тăрăх, «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнма 15 пин ытла яхăн яш-кĕрĕм кăмăл тунă. Никам та манăçман ятпа ятарлă шырав ушкăнĕн слечĕ округра иртнĕ. Асăннă мероприятие Атăл тăрăхĕнчен 375 представитель хутшăннă,   «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерьĕ ĕçленĕ. Михаил Бабич çакăн пекех хăйĕн сăмахĕнче, Шупашкарта иртнĕ Обществăлла канаш ларăвĕнче Атăлçи федераллă округра «Çĕнтерӳ» çĕнĕ пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртнă хыпара та пĕлтернĕ. Пухăннисемпе граждансене патриотла воспитани парас ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине, Раççей Оборона министерствин вĕренӳ учрежденийĕсен, ветерансен организацисен çамрăксене  патриотизмла воспитани парасси çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине каланă. Раççей ДОСААФ председателĕн пĕрремĕш  çумĕ Виктор Чернов хăйĕн доклатĕнче çамрăксене çар ретне тăратма хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа хăварнă.   Обществăра çак патриотизм  ыйтăвĕ питĕ пысăк вырăн йышăнса тăнине асăннă. Чăваш Енре ĕçлекенсен ĕçне пысăк хак панă, вĕсем активлă тесе палăртса хăварнă. Çакăн пекех Чăваш Ен Ертӳлĕхне  республикăри ДОСААФ АСК аэроклуба пулăшу кӳнишĕн ырласа тав тунă.  «Чăннипех те паян асăннă клуб, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланма пултарать, ахальтен мар Шупашкарта парашют спортчĕпе тĕнче чемпионатчĕ иртет», - тенĕ. Лару вĕçленнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хурав панă. Юлашки çулсенче Чăваш Енре кадетсен пĕрлешĕвне йĕркелесе янине каланă. Педагогсем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медодика пĕлĕвĕсемпе тивĕçереççĕ, технологи енчен те пур те çителĕклĕ. Чи пахи – вĕренсе тухакансен хисепĕ куçкĕретех ӳссе пыни савăнтарать. Тата çитменнине вĕсем аслă шкулсене çарпа çыхăннă пĕлӳсене илме малалла вĕренме кĕреççĕ. Енчен те 2012 çулта Чăваш Енрен 50 ача вĕренме кĕнĕ пулсан, 2013 çулта - 135, 2014 çулта вара вĕсен хисепĕ тата та нумайланнă – 185 ачана çитнĕ.  Кăтарту, паллах пурне те савăнтарать. «Хальхи Раççейшĕн çамрăксене патриотизмла воспитани парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пулас ăрăва çĕнтерӳ туйăмне хăварма пĕлмелле. Çамрăксен, хăйсен йăх-тымарĕ пирки тĕпрен пĕлсе тăмалла. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тӳпе хывнă ветерансен ĕçĕ пирки яланах асра тытса чĕрере упрама пĕлмелле, унсăрăн пуласлăх пирки шухăшлама хĕн», - тесе çирĕппĕн каланă хăй шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 



19 декабря 2014
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter