Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта ĕçлĕ визитпа "Патриот" центрта пулнă

 Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусана ĕçлĕ визитпа кайнă. Кунта Республика Пуçлăхĕ Раççей Федераци Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕпе  Михаил Бабичпа тата округри регионсен ертӳçисемпе «Патриот» спортпа патриотизма аталантаракан Республика центрне çитсе курнă,  кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Хусанти çар комиссиариачĕн тата Республикăри ДОСААФ ĕçĕпе кăсăкланнă, кадетсен кăтартуллă номерĕсемпе паллашнă.  Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округпа полномочиллĕ представителĕ  йĕркелесе ертсе пыракан Канаш ĕçĕн ларăвне хутшăнĕ. Çамрăксене çара кайичченхи тапхăрта гражданла патриот воспитание парассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма палăртса хунă.   Тĕплĕнрех



19 декабря 2014
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter