Республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисем – Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкултан

Чӳк уйᾰхӗн 21- мӗшӗнче Шупашкарта Чᾰваш Республикин вӗрентӳпе ҫамрᾰксен политикин  тата ял-хуҫалᾰх министерствисем йӗркеленӗ  «Эх, аван  та купᾰста!» республика шайӗнчи творчество конкурсӗ иртрӗ. Конкурсᾰн тӗллевӗ –  хамᾰрᾰн халᾰха тата ҫитӗнекен ᾰрᾰва ӗмӗртен пыракан йᾰла- йӗркесене манᾰҫа хᾰвармасᾰр, малашне те анлᾰн усᾰ курса пурᾰнма хавхалантарасси  тата творчествᾰлла ӗҫе ҫӗкленме пулᾰшасси ҫеҫ мар, республикᾰри уйрᾰм хуҫалᾰхсемпе ял хуҫалᾰхӗпе ҫыхᾰннᾰ предприятисен ӗҫне ҫᾰмᾰллатасси, хамᾰр республикᾰра ҫитӗнтернӗ ял хуҫалᾰх продукцине хакласси, унпа усᾰ курни вырᾰнлᾰрах пулнине туйтарасси те.

Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта  чᾰваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Енейкина Г.Л. (вӗрентекенсем хушшинче) тата шкулти 5-мӗш класара вӗренекен Петрова Ирина та (5-8 класра вӗренекенсем хушшинче)  купᾰста ҫинчен ҫырнᾰ одᾰсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тᾰчӗҫ. Ҫавна май вӗсене чӳк уйᾰхӗн 29- мӗшӗнче Шупашкарта иртекен Купᾰста Фестивальне йыхравласа чыс турӗҫ, Хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. (Елчӗк ен)



02 декабря 2014
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter