Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ.  Республика бюджечĕн 2014 çул тата планпа пăхса хăварнă 2015, 2016 çулсенчи тапхăра кĕртмелли çĕнĕлĕхсен саккун проектне ырланă. Тĕнче шайĕнче пулса иртекен кăлтăксем, пирĕн республика бюджетне пурнăçлассипе те тӳрремĕнех çыхăннине палăртса хăварнă  Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев.  Раççей финанспа экономика тытăмĕ айванланни сисĕнет. Организацисемпе предприятисенчен налуксем пуçтарăнасси палăртса хунинчен пĕчĕкленнĕ. Çав вăхăтрах патшалăх тата çутçанталăк пурлăх ресурсĕсемпе - 145 млн. тенкĕ яхăн  пуçтарăнни савăнтарать, кăтарту 74 млн. тенкĕ хăпарнă. Каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ ытти бюджетсенчен куçассин кăтартăвĕ - 1 млрд. 9 млн. тенкĕ ӳснĕ. 2014 çулхипе танлаштарас пулсассăн, 4 млрд. 833,6 млн.  тенкĕ чухлĕ пысăкрах.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе хăй çине илнĕ яваплăха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Правительство туллин пурнăçа кĕртсе пынине асăннă. Пулăшу ял хуçалăхне самаях куçарнă. Çулталăк пуçланнăранпа палăртнă тытăма 2 млрд. 406 млн. тенкĕллĕх пулăшнă. Асăннă виçе 2013 çулхипе танлаштарас пулсан пĕчĕк мар. Хушма укçана 42,5 млн. сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, спорта тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме уйăрса хунă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс минстрĕ  Светлана Енилина 2014 çул валли йышăннă бюджет саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 485,8 млн. тенкĕллĕх ӳснине пĕлтернĕ, каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ, 1008,8 млн.  Бюджетăн харпăр хăй тупăш пайĕ 523,0 млн тенкĕлĕх пĕчĕкленет.  Кăтарту, налуксенчен кĕмелли укçа-тенкĕ сахал пухăннипе çыхăннă.  2014 çулта 10 уйăх хушшинче пурлăхсемшĕн пухăнакан налук -  2363,2 млн. е тата 2013 çулхипе танлаштарсан, 106,1 процент. Çул-йĕр правилисене пăснишĕн тӳлекен штрафсен шучĕ - 68,2 млн. тенкĕллĕх пухăннă. Раççей Федерацийĕн уйрăм йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн, 2014 çулта саккун проекчĕпе каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 1008,8 млн.  куçарассне палăртнă. 2014 çул бюджечĕ пурнăçланнă тапхăрта , каялла тавăрса памалла мар укçа 4,8 млрд тенкĕ чухлĕ ӳснĕ, тăкаксен пайĕ 403,2  млн. тенкĕ чухĕ хăпарĕ. Чăваш Республикин республика бюджетне малтанласа пăхса хăварнă тупăшсен пайĕ 14,4 процент, 403,2 тенкĕллĕх ӳсет, 37064,6 млн. танлашать, тăкаксен пайĕ -   41216,8 млн., малтанласа палăртса хунă кăтартуран – 15,9 процент, 5652,8 млн. ӳсет, бюджет  дефицитчĕ -  4152,2 млн. Чăваш Республикин Патшалăх умĕнчи парăм  97,0 млн. тенкĕллĕх пĕчĕкленет, 2015 çул кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 12412,4 млн. танлашать.



02 декабря 2014
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter