Республикăн виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан Саккуна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016, 2017 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан Саккуна алă пусса çирĕплертнĕ. Финанс енĕпе çыхăннă  тĕп ĕç хутне çăмăлах мар халăхсем хушшинчи лару-тăру вăхăтĕнче хатĕрленĕ. Анчах та нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах,  Чăваш Республики харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассипе аванах ĕçлесе пырать. 2015 çулта республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ иртнĕ çулхипе танлаштарас пулсан 6,5 процент чухлĕ ӳсессе шантарать, 2016 çулта – 6,6 процент, 2017 çулта – 7,0 процент чухлĕ. Республика бюджечĕн тупăш пайне илес пулсан, 2015 çулта - 33,4 млрд., 2016 çулта – 35,3 млрд., 2017 çулта – 36,9 млрд. тенкĕ пулĕ. Чăваш Республикин бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ. 2015 çулта бюджетăн тăкаксен пайĕ - 36,8 млрд., 2016 çулта - 37,7 млрд., 2017 çулта - 39,5 млрд. тенкĕ пулĕ. Чăваш Ен Правительстви хăй çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçлать. 2015 çулта республика бюджетĕнчен вĕрентӳ тытăмне - 11 млрд. 054 млн., (мĕн пур палăртнă укçа-тенкĕрен 30 процент), сывлăх сыхлавне - 6 млрд. 864 млн., социаллă политикăна - 7 млрд. 543 млн. (20,5 процент), культурăна - 529 млн., массăлла информаци хатĕрĕсене валли - 110 млн., физкультурăпа спорта – 348 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. «Ĕç ветеранĕ» ят илмелли çулсене чакарма йышăннă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçлĕ Указĕ 2014 çулта чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çирĕпленнĕ. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, ветерансен хисепĕ пысăк. Халĕ вара саккунпа килĕшӳлĕн, Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ ята илес пулсан, арçынсен – 42 çул та 6 уйăх, хĕрарăмсен – 37 çул та 5 уйăх çеç ĕçлемелле . Малтанласа çак тапхăрсем – арçынсем валли 45 çул, хĕрарăмсем валли – 40 çул пулнă.  Указа пурнăçа кĕртнĕ май, Чăваш Енре пурăнакан 10 пине яхăн çын социаллă пулăшусемпе усă курма тытăнĕ, уйăхне 1082 тенкĕ илсе тăрĕç. Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртме бюджета хушма укçа-тенкĕ 157,4 млн.  уйăрса хăварнă.  Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсене социаллă  пулăшу памалли 2004 çул чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухнă саккунпа килĕшӳллĕн, уйăхсерен парса тивĕçтермелли пулăшусем валли – 2015 çулта - 2 млрд. 132,1 млн., 2014 çулхипе илес пулсан, 6 процент чухлĕ ытларах. 2016 çулта - 2 млрд. 187,8 млн., 2017 çулта – 2 млрд. 275,8 млн. тенкĕ пулĕ. Уйрăм граждансене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту кирлĕ пек пурнăçланса пыни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакнашкал ыйтăва татса пама республика бюджетне 2015 çулта - 2 млрд. 164,6 млн., 2016–2017 çулсенче – 3 млрд. 160,4 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. 2015 çулта эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче  Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине анлăн паллă тăватпăр. 1941-1945 çулсенче вăрçăра пулнă паттăрсене пирĕн кулленех хамăр енчен мĕн кирлине пурнăçласа пама тăрăшмалла, яланах вĕсемпе тачă çыхăну тытса пымалла. Чăваш Ен вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерс ыйтăва туллин татса пани пурне те савăнтарать. 2015 çулта Чăваш Республикинчи республика бюджетне федераци бюджетĕнчен патшалăх паллă вăхăтлăха пайăр тĕллевпе паракан укçа-тенкĕ  213,1 млн.  куçĕ, çак кăтарту – 2014 çулхипе танлаштарсан икĕ хут  та ытларах.

 



02 декабря 2014
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter