Çĕнĕ Шупашкарта Инвалидсен кунне халалласа, сусăрланнă çынсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта Инвалидсен кунне халалласа, сусăрланнă çынсем хушшинче республика шайĕнче ирттернĕ XVI-мĕш фестивальне хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче сывлăха упрас текенсене,  спортпа туслă пулччĕр тесе условисем йĕркелесе парасси патшалăх политики пулнине асăннă.  «Тепре чухне, сывă çынсем тăвайман ĕçсене те, эсир пĕтĕмпех тума тăрăшатăр. Патшалăх влаç органĕсенче тимлекенсен сире, хăвăра килĕ пек лайăх туйма, условисем йĕркелесе парасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри», - тесе каланă Михаил Игнатьев. «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттерме пысăк яваплăха туйса ĕçленĕ Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Эльвира Матренинăна тата республикăри социаллă тата культурă программисене пулăшса пыракан Фонд президентне Михаил Федотова Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. Чăваш Республикинче сусăрланнă çынсемпе ĕçлекен регионти уйрăмĕн председателĕ, Раççей Паралимп комитечĕн исполком членĕ Вячеслав Краснов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре чăннипех те сусăрланнă çынсем хăйсенне ытти çынсемпе танах туйччĕр тесе, спортра çитĕнӳсемпе пире хавхалатарччĕр тесе сахал мар ĕçсем йĕркелесе ирттернине çирĕплетсе каланă.  Фестивальре 10-17 çулти ачасем тата 18 çултисем хушшинче ятарлă ăмăртусем иртнĕ. Пухăннă спортсменсем спортăн 5 тĕсĕпе тупăшнă: «дартс», сĕтелçи теннис, армспорт, шашкăлла, шахмăтла вылассипе. 2014 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикинче сусăрланнă пиллĕк пин çурă çын кулленех физкультурăпа спорта çӳренине шута илнĕ. Тĕплĕнрех



02 декабря 2014
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter