Тăвай районĕ: анлă лару иртнĕ

Тунти кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче анлă лару иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен, райадминистрацинчи структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераци тата республика органĕсен районти уйрăмĕсем, Тăвай енри организацисемпе предприятисен коллективĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке 11 уйăхра Тăвай енре пурăнакансем мĕнле ĕçлени çинчен кĕскен чарăнса тăнă, малашлăх тĕллевсене палăртнă.

Бюджетăн тупăшлă пайне ỹстерес ыйтупа тимлĕрех пулма сĕннĕ Владимир Алексеевич. Налук тỹлекенсемпе ĕçлекен пай ертỹçи В.Алексеева та хутшăннă ларăва.

Пурăнмалли çурт-йĕр тумалли 2014 çулхи плана пурнăçлас, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парас, патшалăх тата муниципаллă пулăшăвĕсем паракан Пĕрлехи порталта регистрациленес тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ку енĕпе ĕçсене вăйлатма сĕннĕ.

Финанс уйрăмĕн начальникĕ А.Сергеев бюджета йышăнассине халăхпа сỹтсе явмалли пирки каланă.

Ялсенчи çулсене юртан тасатсах тăрасси, каçсерен урамсене электроэнерги вăйĕпе çутатассине контроллесси, контейнерсенчи çỹп-çапа вăхăтра илсе тухасси, пушара хирĕçлесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси, ытти çитменлĕхсене пĕтересси пирки те сỹтсе явнă.

Çавăн пекех Çĕнĕ çул уявĕсене ирттерме хатĕрленмелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин, вĕрентỹ пайĕн ертỹçи О.Ломоносов та сăмах илнĕ ларура.

Тăвайри культурăпа кану центрĕнче, декабрĕн 19-мĕшĕнче, культура çулталăкĕ вĕçленнине халалласа, чаплă концерт пулать. Пĕрлехи информаци кунĕнче, декабрĕн 17-мĕшĕнче, Элпуçĕнчи тата Тĕмерти модернизациленĕ культурăпа информаци центрĕсене уçаççĕ.

Тăвайри газ участокĕн начальникĕ В.Семенов, "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А.Кириллов, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Л.Аввакумова, Чăвашстатăн тĕп специалист-эксперчĕ А.Калистратова, полици уйрăмĕн тата надзор пайĕн начальникĕсем В.Обаськинпа В.Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова харпăр хăй коллективĕсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Г.ЕГОРОВА.



02 декабря 2014
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter