Люда Иванова конференцирен II степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хусанта Раççĕй Федерацийĕн халăхсен чĕлхисемпе шкул ачисен вулавĕ тата ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Ăна Тутарстанăн вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, Тутарстан халăхĕсен ассамблейи, Тутарстанри халăхсен туслăхĕн çÿрчĕ йĕркеленĕ.

Ачасен ĕçĕсене 7 секцие пайланă: вырăс филологийĕ, тутар филологийĕ, чăваш филологийĕ, удмурт филологийĕ, мордва филологийĕ, пушкăрт филологийĕ, мари филологийĕ. Чăваш филологийĕ пайĕнче Тутарстанри чăвашсемпе пĕрле Чăваш Енрен килнĕ Шупашкар, Йĕпреç тата Патăрьелсем пулчĕç. Унта Пучинке шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Иванова Людмила та «Ик чĕлхелĕх тата пуплев тасалăхĕ» темăпа тухса калаçрĕ. Людăн ĕçне лайăх хак пачĕç, вăл конференцирен II степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ. Наука ĕçне çырма ăна чăваш чĕлхепе литература вĕрентекен Л.Н. Клементьева тата Е.М. Михайлова хавхалантарса пычĕç. (Йĕпреç районĕ)



02 декабря 2014
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter