Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» компанийĕн производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

 Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» компанийĕн производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Хĕвел модулĕсем калăплакан заводра фотоэлектричество модулĕсем хатĕрлекен йĕркепе кăсăкланнă, тавар пахалăхне пăхса çаврăннă, кунта ĕçлекен çынсемпе тĕл пулса калаçнă.  Альтернативлă энергетикăна аталантарас ĕçе Чăваш Ен те хăйĕн тÿпине хывать. Ÿсĕмсем те çук мар - çакна хĕвел модулĕсем кăларас енĕпе тăрăшакан «Хĕвел» компани те çирĕплетет. Хальхи вăхăтра заводра 300 çын ĕçлет. Çĕнĕ Шупашкарти заводра çулталăкра 770 пин хĕвел модулĕ (97,5 МВт.) калăпласа кăларма палăртнă,  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев «Хĕвел» хĕвел модулĕсем калăплакан компани – хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан завод пулнине асăннă, XXI ĕмĕрпе пĕр килнине палăртнă. Раççейри промышленноç, энергетика юхăмĕ валли пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă.   «Эпĕ, чăнласах та çакăн пек завод  Çĕнĕ Шупашкарта пурришĕн савăнатăп, пур лини те кирлĕ пек ĕçлет. Пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене  Чăваш Енри 300 яш-кĕрĕме тупса пама май килнĕ. Хальхи пцурнăçпа килĕшсе тăракан предприятийĕн пуласлăхĕ пур», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Хĕвел энергипе усă курса ĕçлекен компани Раççейĕпе паллă, «Роснано» тата «Ренова» ГК  предприятисен – «Хĕвел» компанийĕ. Санкт-Петербургри А.Ф. Иофф ячĕллĕ  физикăпа техника институчĕ çумĕнче наукăпа техника центрĕ те çак тытăма кĕрет. Унсăр пуçне хĕвел электростанцийĕсене йĕркелеме проектсемпе тата строительство ĕçĕсемпе тимлет. Тĕплĕнрех



02 декабря 2014
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter