Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Видеоканашлăва пуçличчен, чи малтанах республика Пуçлăхĕ валюта рынокĕнче çăмăлах мар лару-тăру пирки асăннă. Финанс тытăмĕнче пулса иртекен кăлтăк обществăра пурăнакансен кăмăл-туйăмне чăрмав кӳнине палăртнă. Хура тул пăтти хакĕ хăй вăхăтĕнче ăнсăртран хăпарса кайни çынсен туйăмне хускатса ячĕ. Банкоматсенче сăлтавсăр черетсем пулни те çакнах çирĕплетсе парать. Халăх кирлĕ кирлĕ маршăн укçасене сăлтавсăрах банксенчен илеççĕ, нумайăшĕ çын сăмаххисем тăрăх, укçампа тĕллевсĕр усă курма пуçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене  граждансене тĕрĕс хыпарсене вăхăтра тата кирлĕ пек пĕлтерсех тăмаллине çирĕп асăрхаттарнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ пĕтĕмĕшле илес пулсан  пысăках мар. Лару-тăрăва илемлетсе каласа пама тăрăшмалла мар. «Тĕп тĕллев - халăх патне кирлĕ пек хыпара илсе çитересси», - тесе уççăммăн каласа хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин лавккасенче халăха кирлĕ таварсем çителĕклĕ тата ытлашши те пулнине пĕлтернĕ. Дефицит пирки калаçмалли те çук. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Внешэкономбанк» Сăнав канашĕ пулса иртнине палăртнă. Тракторсем кăларакан заводăн 15 млрд. тенкĕ парăмне реструктуризацилеме йышăну туни çинчен пĕлтернĕ. Çакнашкал ыйтăва татса парассине Раççей Президенчĕ Владимир  Владимирович Путин витĕм кӳнине палăртнă. Вăл хăй вăхăтĕнче пулăшма шатарнă пулнă, каланă смахне тытнă, ыйту пурнăçа кĕнĕ. «Енчен те маларах завод парăмсене парса татассипе пĕтĕмпех ĕçлесе пынă пулсассăн, халĕ вара таварсен çаврăнăшне кĕртсе янă ĕçе.  Малашне завод заказсем те йышăнма пултарать, ĕç малалла кирлĕ пек пурнăçланса каясси те куçкĕретех. Анчах та çак заводра ĕçлекенсен, хăйсен ĕçне пăрахăçламалла мар, мĕнле малтан ĕçлесе пынă, çакăн пекех ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков 2013-2017 çулсенче граждансене пурнăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă программăн пĕрремĕш тапхăрĕ еплерех пурнăçа кĕрсе пыни пирки каласа кăтартнă. Ппаянхи кун тĕлне 1552 çынна хваттерсемпе тивĕçтернĕ (41 процент). Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне республикăри 18 районпа хуласенче аварийлĕ çуртсенчен хăтлă çуртсене çынсене куçарĕç. 3 муниципалитетра (Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Шупашкар районĕнче строительство ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă, пурăнмалли лаптăксене регистрацилес ĕç пырать. Улатăр тата Шупашкар хулисенче нумай хваттерлĕ çуртсенче строительствăн шалти ĕçĕсем пыраççĕ. Пӳлĕмсене регистрацилеме раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçлама палăртса хунă. Ял тăрăхĕсенчи çул-йĕрсен ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин çул-йĕр министрĕ Владимир Филиппов тĕплĕн каласа кăтартнă, 2015 çул валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. 2014 çулта çул-йĕрсем валли палăртнă ĕç планĕнчен иртсе пурнăçлани паха. Кăтарту – 130 процентпа танлашать, ĕçсене 139,8 млн. тенкĕлĕх пурнăçланă. 2015 çулта 149 млн. тенкĕ ял тăрăхĕсенчи урамсене тирпейлесе юсама палăртса хăварнă. 2015 çулта уй-хир ĕçĕсене пурнăçласа ирттермелли пирки тĕплĕн Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа кăтартнă. Акмалли çĕрсен лаптăкĕ 560 пин га танлашĕ, вăрлăхсем «Россельхозцентр» ФГПУ Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх аван пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов пĕрлехи Порталта патшалăх пулăшăвĕсе илме регистрацилленнĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен канашсен ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче çак тытăма ертсе пыракан Управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ   Алексей Юрьев тĕплĕн паллаштарнă. Тĕплĕнрех



20 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter