Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. 2014 çулта 11 уйăх хушшинче республикăн адреслă инвестици программи пурнăçа еплерех кĕрсе пыни пирки Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн калса кăтартнă. РАИП объекчĕсене 2014 çулта хута яма 5,8 млрд. тенкĕллĕх тăкакланнă, 2013 çулхипе танлаштарсан 10 процент ытларах. Программăпа килĕшӳллĕн шкул çулне çитмен ачасене валли 6 ача сачĕ хута янă, ФАП -23, спорта валли 6 объект çĕкленĕ, Çавал  шывĕнчен асăрханмалли ятарлă сооружени тунă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хута кайнă объектсемпе финанс тĕлĕшĕнчен палăртнă отчетсене çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме сĕннĕ, РАИП валли уйăрнă укçана пĕтĕмпех 2014 çул вĕçĕ тĕлне  илсе пĕтермеллине каланă. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова закупкăсемпе çыхăннă ыйтусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Контрактсемпе çыхăннă тытăмра куçкĕретех кăтарту ырă енне улшăнса пынине асăннă. Калăпăр, 2014 çулта 5064 туяну (закупка) йĕркеленĕ, вĕсенчен 97,4 проценчĕ электрон аукционĕсем витĕр тухнă. Çакăн пекĕçсене йĕркелесе пыни, 2014 çулта бюджетран уйăракан укçа-тенкĕне 488,5 млн. тенкĕллĕх перекетлеме май панă. Пĕлтĕрхи кăтартупа илес пулсан, жалоба çыракансем сахаллани те сисĕнет, тĕлли-паллисĕр ыйтса çырнисем çук тесен те йăнăш мар. «Электрон мелĕпе ирттермелли аукционсен хисепĕ  куçкĕретех ӳссе пырать. Конкуренци ӳсни те сисĕнет. Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ эффективлă тăкакланать», - тесе уççăммăн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ку хутĕнче апат-çимĕç таварĕсене туянассипе ирттерннĕ конкурссене çирĕп тĕрĕслеме хушса хăварнă министерствăсемпе муниципалитетсене. Эмельсем туянассинче те сăлтавсăр хаксем ӳсни пулмалла маррине каланă. Бюджет тытăмĕнчи организацисенче обязательнăй медицина, пенси страхованийĕпе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. 2014 çулта раштав уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне Раççей Федерацийĕн Пенси фондчĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, тупăш 15,6 млрд. тенкĕ кĕнĕ,  ӳсĕм   2013 çулхипе илес пулсан 103,1 процент. Парăмсем те çук мар 1,4 млрд. тенкĕ пухăнса кайнă. Вĕсенчен 110,5 млн. тенки «САВВА» ушкăнăн  «Волжская текстильная компания» АУПĕн.

 



22 декабря 2014
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter