Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС Электро» компанийĕн Президенчĕпе , Серб халăх партийĕн Председателĕпе Ненад Поповичпа тĕл пулнă

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС Электро» компанийĕн Президенчĕпе Серб халăх партийĕн Председателĕпе Ненад Поповичпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «АБС Холдинг» ĕç коллективне тата  Ненада Поповича Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламланă, туянакансен рынокĕнче аванах мар лару-тăру пулнă пулин те предприятийĕн кăтартăвĕсем ӳсĕмсемпе пулни куçкĕретех. «Чи пахи, ĕçлекенсем кирлĕ пек ĕç укçине илсе пыраççĕ. Налуксене те вăхăтра тӳлеççĕ, Чăваш Ен бюджетне тултарса пыраççĕ. Вĕсене пула, Правительство патшалăх программипе килĕшӳллĕн хăй çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçласа пырать», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Вăл çавăн пекех Раççейпе Серби çыхăнăвĕсем пирки те сăмах пуçарнă. «Евросоюз тата Америка тăратакан кăлтăка пăхмасăрах, çыхăнусем вăй илсе çирĕпленсех пыраççĕ. Кун çинчен уççăммăнах каламалла. Хăй вăхăтĕнче, Раççейе Севастополь тата Крыма кĕртессипе çыхăннă суйлавра, эсир официаллă эксперт вырăнĕнче пулса, хăвăрăн тĕп шухăшăра палăртрăр, уççăммăн пурин умĕнче те чăннине, мĕн курнине калама пултартăр. Çакă чи пахи тата хакли!», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «АБС Электро»  Президенчĕ 2014 çул вĕсен предприятийĕшĕн питĕ ăнăçлă çул пулнине каланă. «ВНИИР»  АУП çулталăка  кăтартусене 45 процент ӳсĕмпе вĕçлет. «ВНИИР-Прогресс» АУП – 55 процентпа, «ВНИИР ГидроЭлектроАвтоматика» АХП -20 процентпа, «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АУП – 5 процентпа. «Чăваш Республикинче пур проект та пурнăçа кĕрет. Çитес çул валли бизнес-плансене предприятисемпе организацисем çирĕплетнĕ. Çăмăлах мар саманара пурнăçа кĕртме те сахал мар вăй хума тивĕ. Пур те 2015 çулта ӳсĕмсене 25 процента çити палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра импорт япаласене ылмаштарасси ĕç пырать. Энергетика тытăмне инвестици хывасси чакмĕ тесе шутлатпăр. Енчен те асăннă тытăм лайăх аталанса пымасан, промышленноç тытăмне аталанса пырасси ик телейлĕ. Серби Правительстви малашне те Раççейшĕн чи çывăх юлташĕ. Çакăн пек пур те шутлаççĕ пирĕн çĕр-шыв гражданĕсем», - тесе каланă Ненад Попович. Лайăх кăтартусемсĕр пуçне, компани социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăвать. «АБС Электро» иккĕмĕш çул халăхсем хушшинче ирттерекен ыркăмăллăх енĕпе конкурса хутшăнать. Асăннă мероприятие Донорсен Форумĕ тата PwC  фирма сечĕ, «Ведомости» хаçат йĕркелесе иртерет. «АБС Электро» компани кăçалхи çул пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтартусемпе  13 позици çӳлерех палăрнă. Кăтарту куçкĕретех пурне те савăнтарать. Тĕплĕнрех

 



22 декабря 2014
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter