Патăрьел районĕ: пуканесем ача садĕнче пулчĕç

Сăкăтри пуканесен халăх театрĕн артисчĕсем — Сăкăт шкулĕн вĕренекенĕсем. Вера Фёдоровна Кузнецова режиссĕр  2-6 классенче вĕренекен çамрăк артистсене пуканесене вылятма, сасса кирлĕ пек улăштарса калаçтарма хăнăхтарать. Пурте пĕрле пÿçтарăнса ял варринчи каток çине кайса конькипе ярăнма та вăхăт тупăнать вĕсен. Хăш вăхăтра ĕлкĕреççĕ?

Иртнĕ эрне вĕçĕнче, акă, пуканесен тусĕсем "Çăлкуç" ача садĕнче пулчĕç. 25 артист тăрăшнипе кунти пĕчĕк туссем "Çут çанталăка сыхласа хăваратпăрах"(авторĕ В.Кузнецова), "Картишĕнче"(авторĕ Н.Тинюкова) сценкăсемпе савăнса кайсах паллашрĕç. Ача сачĕн ертÿçи Н.В.Нртина пукане театрен артисчĕсене тав турĕ. Кунти воспитательсем вара артистсене час-час килсе çÿреме чĕнсе каларĕç. Сцена çинчи пуканесен пурнăçĕ пурне те питĕ килĕшнĕ.



22 декабря 2014
12:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter