2015 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Россотрудничествăн пĕрле килĕшсе ĕçлемелли плана çирĕплетнĕ

 Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Россотрудничество Ертӳçипе Константин Косачевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Константин Косачева тав сăмахĕ каланă, Россотрудничества витĕмĕпе халăхсем хушшинче гуманитари тытăмĕнче нумай ыйтусем кирлĕ пек вăхăтра пурнăçланса пынине асăннă. Студентсемпе вĕрентекенсем чикĕ леш енне стажировка ĕçне кайма ĕç хучĕсене пуçтарассипе нимĕнле чăрмавсемсĕрех ыйтусем татăлса пынине каланă. Паян Чăваш Еншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ Испани, Германи, Китай, Япони тата ытти çĕр-шывсен партнересемпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май, шăпах та пысăк витĕмлĕ. Константин Косачев хăйĕн сăмахĕнче Россотрудничество тата Чăваш Ен республикăна ытти халăхсемпе çыхăну тытса, инвестици потенциалне ӳстерсе пырассипе сахал мар ĕçсем пурнăçласа пынине палăртнă. «Россотрудничествăн тăп çул-йĕрĕсенчен пĕри – Раççейри субъектсемпе тачă çыхăнура ĕçлесе пырасси. Шăпах та çакăнта Раççейĕн пысăк вăйĕ. Хăй вăхăтĕнче, Чăваш Енрен Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă май, республикăпа килĕшсе ĕçлесе пыни хăйне евĕр пулăм. Чăваш Енĕн ырă та вăйлă енĕсеме эпĕ пĕтĕмпех пĕлсе тăратăп», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ сумлă хăна. Тĕл пулу вăхăтĕнче 2015 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Россотрудничествăн пĕрле килĕшсе ĕçлемелли пирки те сăмах пуçарнă, ĕç планне çирĕплетнĕ. Пĕрле ĕçлемелли план 2012 çулта çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă Килĕшӳпе пĕр килсе пырать. Çак ĕç хучĕ Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин имиджне  ют çĕр-шывсенче ырă енпе кăтартса пырасси, ют патшалăхсемпе килĕшсе ĕçлессипе çыхăннă, культура тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăма анлăлатса вăй илтерсе пырассине палăртать.



22 декабря 2014
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter