Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетиксен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетиксен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие хутшăннă. Асăннă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ энергетика тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, професси уявĕ ячĕпе саламланă май, вĕсен пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав тунă. Çитĕнекен ăрăва хăйсен ырă тĕслĕхне парса хăварнишĕн ыласа саламланă. Паянхи кун экономикăшăн, энергетика тытăмĕ тĕп çул-йĕрсенчкн пĕри шутланса тăрать. Паянхи пурнăçа ниепле те энергетика çăлкуçĕсемсĕр курма май çук. «Юлашки 25 çул хушшинче энергетиксен комплексĕнче тĕлĕнмелле ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Технологи енчен пачах та урăхла пай пулса тăрать. Производствăн культури лайăх енне улшăнчĕ. Энергие туянакансенм те пачах та урăх çынсем», - тесе хăй шухăшне каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех, кăçал çанталăка пула, пулса иртнĕ кăлтăксене вăхăтра энергетиксен тăрăшулăхне пула, пĕтĕмпех вăхăтра сирсе яма пама май килнине асăннă. «Чăваш Енре пурнакансенчен пĕрре виççмĕш пайĕ çутăсăр тăрса юлнă. Çынсем чăннипех те йывăрлăхпа хăйсем тĕллĕн çеç тăрса юлма пултарасса шутланă. Чӑваш Ен энергетикӗсем хӑйсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне тата яваплӑхне халиччен пӗр хут кӑна мар ҫирӗплетрӗҫ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче республикӑри хуласемпе ялсем ҫине йӑтӑнса аннӑ пӑрлӑ ҫумӑр 100 пин ытла ҫынна ҫутӑсӑр тӑратса хӑварчӗ. Ҫанталӑкӑн йывӑр условийӗсене пӑхмасӑр, явӑҫтарнӑ мӗнпур служба ырми-канми тата кал-кал ӗҫленине пула инкек сиенӗсене чи кӗске тапхӑрта пӗтӗмпех пӗтерме, ялсене  тата ҫуртсене электроэнерги ҫӑл куҫӗсемпе ҫыхӑнтарма  май килчӗ», - тесе каланă уççăммăн республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем туса пынишĕн «Межрегиональная распределительная сетевая компания Волги» АУП генеральнăй директорĕн çумне Дмитрий Иванова медаль орден парса саламланă Михаил Игнатьев. «Чувашэнерго» производство уйрăмĕн ĕçченĕсене Тав çырăвĕсене тата алла çыхмалли сехетсем парса хисеп тунă. «Чувашэнерго» филиалĕн директорĕ Дмитрий Иванов хăйĕн доклатĕнче, 2014 çул çăмăлах пулманнине каланă, анчах та энергетика тытăмĕнче вăй хуракансем нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах, пур ыйтăва та кирлĕ пек татса пама пултарнине асăннă. Пысăк ăсталăхлă специалистсене чĕререн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче электроэнергетика тытăмĕнче вăй хуракансем, шăпах та республикăра пурăнакансене ăшăпа тивĕçтернине палăртнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн  ФГБОУ ВПО электротехникăпа энергетика факультечĕн деканĕ Владимир Ковалев хăйĕн сăмахĕнче малта пыракан аслă вĕренӳ учрежденисем «Чувашэнерго» тытăмĕпе тачă çыхăнса ĕçленине каланă. «МРСК Волги» - «Чувашэнерго» АУП Чăваш Енре халăха 14 пин ытла предприятипе организацисене энергипе тивĕçтерет. Тĕплĕнрех



23 декабря 2014
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter