Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Украинăн кăнтăр хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакансенчен Тав çырăвĕ килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Украинăн кăнтăр хĕвел тухăç пайĕнче пурăнакансенчен (ополченецсенчен) Тав çырăвĕ килсе çитнĕ. «Сире тата Сирĕн пĕтĕм чăваш халăхне пирĕн çынсемшĕн чĕререн пăшăрханнишĕн, Украинăра пулса иртекен вăрçă тумхахĕсенчен тарса килнĕ халăха хăвăр чăваш çĕрĕ çинче йышăнма пултарнишĕн, пире хăвăрăн чи лайăх çывăх юлташсем вырăнне хурса пысăк тимлĕх уйăрнишĕн, тăшмансенчен хӳтĕленишĕн тав тăватпăр. Турă сыхласа пурăнтăр Сире, сирĕн çыннăрсене», - тесе çыраççĕ В. Дубин – Алчевск хулинче çарсем валли хатĕрлекен комендантăн çумĕ, И. Решетников – взвод командирĕ, О. Луферов ополченени уйрăмĕн командирĕ,  С. Стефанова ротăн  санинструкторĕ. Вĕсем çакăн пекех Украинăран тарса килнĕ çынсене ĕçпе тата ытти пулăшусемпе витăм кӳнишĕн  Чăваш Енре пур тытăмра ĕçлекенсене те чĕререн ырласа тав сăмахĕсем каласа çырнă. Аса илтерсе хăваратпăр: Çĕнĕ çул уявĕсене ирттерме пиллĕк пин парне хатĕрлесе Украинăн кăнтăр хĕвел тухăçĕнче пурăнакан ачасене валли ăсатнă.

 



23 декабря 2014
16:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter