Çырури санăн сĕнĕвӳ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăва хатĕрлес тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ. Çак документа хатĕрлеме йăлана кĕнĕ йĕркепе общество организацийĕсемпе граждансем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен сĕнӳсем килеççĕ.  Час-часах çырусенче çемье ăс-тăн пуянлăхĕпе çыхăннă ыйтусене хускатаççĕ. Çамрăксене патриотизмла воспитани парассине, çынлăха упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуçараççĕ. Амăшĕсен комитечĕн пысăк канашĕн пĕтĕм республикăри ашшĕ-амăшĕсен пухăвне хутшăнакансем  Чăваш Республикин Правительстви социаллă политикăна тытса пынине, çирĕп те сывă, тăнăçлăха тытса пыракан çемье, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен лайăх килĕшсе пурăннине ырласа çырать.  Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикине регион шайĕнче ятарлă программăпа килĕшӳллĕн, телейлĕ çемьен тупсăмĕ ятпа ĕç пурнăçа кĕртме сĕнет, çакна ытларах пулас ашшĕ-амăшăсемшĕн, аслă шкулсенче вĕренекенсемшĕн О.Г.Волков профессор шухăшне тĕпе хурса пурнăçа кĕртме сĕнеççĕ. Чăваш Енри аслă шкулсен ректорсен канашне, професси пĕлĕвĕ паракан организацисенче вĕрентӳ планне харпăр хăй тĕллĕн вĕренмелли дисциплина шутне кĕртме ыйтса çырнă.  Историпе ӳнер музейĕн комплексĕн директорĕ, Çĕнĕ Шупашкар депутатчĕсен Пухăвĕн депутачĕ  Александр Ильин музей, театр, библиотека тытăмĕсене тĕрлĕ шкулсемпе çыхăнса ĕçлеме сĕнет. Çакнашкал йышăну тусан, наука ĕçченĕсемпе, шкулта ĕçлекен учительсемпе, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитатальсем, социаллă педагогсем ачасенче кăмăл-туйăм, ăс-хакăл пуянлăхĕсене анлăрах сарма витĕм кӳрессине каланă. Кунсăр пуçне археологи енĕпе çыхăннă ыйтусене Чăваш Республикинче палăксем лартса уйрăммăн палăртса хăварма сĕнеççĕ, карта çинче те паллă тусан вырăнлă пулĕччĕ тесе çыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти  хула Пухăвĕн депутачĕ Иван Копейкин вĕсем патĕнче ашшĕсен канашĕпе амăшĕсен канашĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине çырнă. Шкулсенче «Истоки» (Пуçламăшĕ)  программăпа аван ĕçлесе пынине палăртать. Унта маларах пирĕн мăн асаттесем çемьесенче хăйсен пепкисене еплерех пăхса çитĕнтернине, тӳрĕ çул çине кăларма пулăшнине, тĕрлĕ йăла-йĕрке ыйтăвĕпе çыхăннă тата аслă çул çине тăма, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентсе пынине асăннă. Çĕмĕрле хулинчи 3 №-лĕ шкул директорĕн çумĕ Елена Голованова, вĕсен шкулĕнче ĕçлекенсем çитĕнекен ăрăва сусăрланнă çынсене хисеплеме вĕрентесси пулнине палăртать. Çакна май ятарлă уроксем пăхса хăварма ыйтаççĕ. «Эпир хамăр шкулта ку енĕпе ĕçе пуçăннă тесен те йăнăш мар. Хаьхи вăхăтра авторсен урокĕсене пĕр тĕле пухса йĕркелес ĕç пырать. Сусăрланнă çынсене ăнланма вĕрентесси чи кирли», - тесе хăй шухăшне палăртса çырнă Елена Голованова. Нумай ыйтусем социаллă пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарти клиника больницинче ĕçлекен врач Лариса Яковлева «Нива» сад патне илсе пыракан çула сарма ыйтса çырнă. Асăннă пахча Лапсар ял тăрăĕнче вырнаçнă. Етĕрне, Муркаш районĕсенче пурăнакансен ячĕпе  Семен Михайлович Давыдов ялсем хушшинче çулсене сарма пăшăрханса ыйтса çырнă. Елена Долгова хăйĕн пăшăрханăвĕнче, пĕччен пурăнакан амăшĕсем патне ытларах тимлĕх уйăрма сĕнет. Сергей Ерофеев ФСК тӳлевсĕрех çынсене çӳреттерме ыйтать. Вадим Брагин пенсионер вырăнти хăй тытăмлăхне реформăлас ыйтăва хускатать, Муркашра пурăнакан Марина Соколова вăлах «Шешкарский» ТОС председателĕ çулсем сарма ыйтать тата шыв ыйтăвне те хускатать. Çĕрпӳре пурăнакан Оксана Семенова хăйĕн çырăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри районсемпе хуласене тухса çӳренине ырлать, халăх ыйтăвне шута илнине асăнать. Тĕслĕх вырăнĕнче хулара пулса иртнĕ пулăма та асăнса çырнă. «Куна çĕнĕ стадион хута кайни тĕлĕнмелле пысăк савăнăç Çĕрпӳ çыннисемшĕн. Сахал мар вăхăт хушши кунта пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтнĕ пулнă çак пулăма», - тесе пĕлтерет хăй шухăшне вăл.

Çырăва хатĕрлес ĕç малалла пырать, сĕнĕвĕрсене, асăрхаттарнисене çак адреспа ямалла: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт* e-mail,pres0@cap.ru. «Çыру хатĕрлеме» тесе палăртмалла.



23 декабря 2014
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter