Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Мнистрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтанах Шупашкарти 1-мĕш Гимназинчи Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕн çитĕнĕвĕсене кура, конкурсра мала тухнишĕн, ертӳçине çĕнтерĕве тивĕçнĕ ятпа саламланă. Ларура РФ Владимир Владимирович Путин 2014 çулта раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвне янă Çырăва  пурнăçа кĕртсе ĕçлессипе Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен планне йышăннă. Асăннă ĕç хучĕ экономикăна вăйлăрах аталантарма, инвестици илĕртӳлĕхне сарма, предпринимательлĕхе çирĕплетме, пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатма, бюджетран уйăракан укçа-тенкĕпе эффекивлăрах тăкакланма май парĕ. 2015 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра муниципалитетсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме уйăракан укçа-тенкĕсен йĕркине тишкернĕ. Республика бюджетĕнчен 45 млн, ЖКХ тытăмне реформировани тăвас Фонд урлă 66,8 млн. пăхса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем Улатăр, Çĕрпӳ, Етĕрне районĕсенчи ял хуçалăх валли уйăрнă 15 çĕр лаптăкне ытти тĕллевпе усă курмалли пирки ыйтупа килĕшнĕ. Улатăр районĕнчи 9 çĕр лаптăкĕ тата Етĕрнери 2 лаптăк автомашина çулĕсен строительство ĕçĕсем валли куçĕç. Çĕрпӳри 4 çĕр вырăнне хулари Çавал юхăмĕнчен сыхланмалли сооружение хута яма уйăрнă пулнă. Çитес çул Республика кунне ирттерме палăртни пирки ĕç хутне те йышăннă. Уявсенче тĕрлĕ мероприятисем пулĕç, халăхсем хушшинчи çыхăнусем çирĕпленĕç. Инфратытăма аталантарма, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма палăртса хунă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов министерствăн çулталăкри ĕçĕпе паллаштарнă.  Уйрăм категорире тăракан граждансене республикăри физкультурăпа спорт уйрăмĕсене тӳлевсĕр çӳреттермелли йĕркене йышăнса хăварнă. Чăваш Енре пĕр çын пуçне тивекен  укçан вăтам виçи çитес çул 16481 тенкĕпе танлашĕ. Пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



24 декабря 2014
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter