Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераллă округра çамрăксем хушшинче хоккей аталантарассипе ĕçлекен Попечитель канашĕн ларăвне хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçӳревре Мускавра. Атăлçи федераллă округра çамрăксем хушшинче хоккей аталантарассипе ĕçлекен Попечитель канашĕн ларăвне хутшăннă. Ларăва РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Попечитель канашĕн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ, Атăлçи федераллă округра ачасемпе яшсем хушшинче хоккей вăййине аталантарассине, унăн тĕп çул-йĕрĕсене пăхса тухнă, регионсем шайĕнче ытларах тимлĕх уйăрса ĕçлемелли пирки канашланă. Михаил Бабич ларăва уçнă май, çамрăксене хоккея явăçтарни, çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, сывă та тĕрĕс воспитани ачасене парас ĕçре питĕ вырăнлă пулнине каланă. «Çак зала паян спорта, уйрăмах хаккей патне туртăнакан çынсем пухăннă. Спортăн çак тĕсĕ вĕсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта паллах, хоккей курма юратакансем мар, хăйсем выляма юратаканннисем пуçтарăннă. Пăр çине клюшка йăтса тăтăшах тухаканнисем.  Паянхи ларăвăн тĕп тĕллевĕ йĕркелӳ ыйтăвĕсене çеç сӳсте явасси мар, мĕн пур вăя хурса пур рессурсене хута ярса, кашни регионтах шкулсенче, кил çуртсем таврашĕнче ачасене хоккейла выляма майсем туса парасси», - тесе каланă Михаил Бабич. Асăннă, паянхи ларура, Атăлçи федераллă округра Пăр керменĕсен шăписене пĕтĕмпех тишкерсе тухнă, çĕнĕрен хута яма палăртнă спорт объекчĕсем пирки те канашланă, ытларах çав районсенче, ăçта чăннипех те ачасем спортăн çак енĕпе аталанма хĕсĕкрех. Кăçал ака уйăхĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пуснă пулнă. Килĕшӳ Раççейри Хоккей федерацийĕпе «Ылттăн шайба» пĕтĕм Раççейри çамрăк хоккеистсен клубĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме ирĕк парать. Попечитель канашне, ачасемпе çамрăк хоккеистсене пулăшас тĕллевпе ĕçлекен ятарлă дирекци йĕркеленĕ. Атăлçи федераллă округра çамрăк ачасем хушшинче хоккея аталантарас тĕлĕшпе тата ытларах çамрăксене спорта явăçтарас тесе ятарлă план йышăнса хăварнă. А.В.Тарасов ячĕллĕ «Ылттăн шайба», округра 2014-2015 çулсенче 1588 ачасен ушкăнĕсене спортăн çак тĕсĕпе ăмăртусем ирттерме палăртса хунă, 28 пин патнелле спортсмен тĕрлĕ ушкăнсенче хутшăнма кăмăл тунă. 1350 Пăр керменĕсене усă курма палăртнă, вĕсен шутĕнче 120-шĕ хупă çивĕтти витнĕ учрежденисем. Ушкăнри ачасене 780 тренер хатĕрĕç. Чăваш Енре А.В Тарасов ячĕллĕ «Ылттăн шайба» çамрăксен спорт вăййисене 2004 çултанпах йĕркелесе ирттереççĕ. Ăмăртусем виçĕ ушкăнра иртеççĕ (аслисем, вăталăх çулрисем тата кĕçĕннисем хушшинче). Республика шайĕнче мала тухнисем вара, Чăваш Ен сумне Атăлçи федераллă округ шайĕнче иртекен ăмăртусенче хутшăнса çӳле çĕклеме тăрăшаççĕ. Муниципалитетсенче пурĕ 60 яхăн Пăр керменĕсем, вĕсенчен 20-шне çутăпа тивĕçтернĕ.  2015 çулта 7500 пин ларса курмалли вырăнлă илемлĕ Пăр керменĕ Шупашкарта хута каять. Кунсăр пуçне Канашра тата Улатăрта Пăр керменĕсем çĕклесе лартма проектсене хатĕрлесе тăратнă, вĕсенчен кашнин хакĕ 160 млн. тенкĕллĕх пулĕç.   Тĕплĕнрех



24 декабря 2014
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter