Культура ăнлав пирĕн пурнăçшăн яланах актуаллă

 Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ МИхаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа. Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн тата РФ Президенчĕ çумĕнчи Канаш ĕçĕсен ларăвне хутшăннă. Паллă мероприятие Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă. Патшалăхăн культура политикипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче иртсе кайнă çулта уйрăмах культура çине пысăк тимлĕх уйăрса ĕçленине палăртнă. Проектăн тĕп шăнăрĕнче культура пирĕн пурнăçра еплерех вырăн йышăнни  пирки чарăнса тăнă. Нумай чухне эпир культура ăнлава культура учрежденисем мĕнле ĕçлени пиркипе танлаштарма пăхатпăр», - тенĕ Президент Владимир Путин. Паянхи кун патшалăхăн культура политикин тĕп шăнăрĕн ĕçне хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Асăннă ĕç хутĕнче культурăна кмăл-сипет ăнлавпа çыхăнтарса чăнлăхăн пуян идеалĕ теме пăхатпăр. Çакнашкал анлă ăнлавсем пире пурсăмăра та культурăна тарăнрах, патшалăхăн культура политикине ытларах тытса пыма вĕрентет. Чи малтанах граждансене, ачасемпе çамрăксене культура ăнлава вĕрентме тăрăшмалла. Патриотизм туйăмне аталантараси çине тарăнрах витĕм кӳмелле. Пултарулăха аталантарса пырса, çынсене кăмăл-сипет енчен пуянлатма тăрăшмалла. Владимир Путин юлашки вăхăтра тăван ен ăнлав питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине каланă. «Кунта чăннипех те вăйлă проектсем сахал мар. Вĕсене пурне те пулăшма тăрăшмалла, пурнăçа кĕртсе пымалла. Археологи тĕпчевĕпе этнографика ĕçне ытларах граждансене явăçтармалла. Культурăн пуянлăхне упраса хăварассипе тимлĕн ĕçлемелле. Культурăна хисеплени историне пĕлнипе ытларах çыхăннă. Енчен те халăхăн тарăн историне çынсем пĕлсе тăраççĕ пулсан, апла пулсан культура пур. Çынсем, хăйсем пурăнакан Тăван еншĕн савăнса пурăнаççĕ пулсан – культурăна хисеплени пулать», - тенĕ Раççей Президенчĕ.   Ларăва хутшăннисем патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсемпе общество организацийĕсем, тĕрлĕ культура пĕрлешĕвĕсемпе епле тачă çыхăнса ĕçленин ыйтăвĕсем пирки те калаçу хускатнă. Наци чĕлхисене упраса хăварассине, информаци тытăмĕшĕн литература чĕлхи чи пархатарлă вырăн йышăннине асăннă. Чăваш Енре 2014 çулта культура пайне республика бюджетĕнчен  миллиард çурă укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă. Асăннă кăтату 2013 çулхипе танлаштарсан 10 процент ытларах. РФ Культура çулталăкне халалласа палăртнă федерацийĕн Планне Чăваш Ен кĕчĕ. Тĕп мероприятисене те ирттерессипе проектсенче хутшăнчĕ.  Шупашкарта культура енĕпе тухса çӳрекен конференцие Атăлçи федераллă округ шайĕнче йĕркелесе ирттерчĕç. Кашни çулах культура объекчĕсене тытса тăма, Чăваш Ен сăн-сăпатне упраса хăварассишĕн сахал мар ĕçсем йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсенче клубсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. 2008 çулта республикăри ялсенче 18 учреждение çеç çĕнетме пултарнă пулсан, паян вĕсен хисепĕ 159 объекта çитет. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан культура çурчĕсенче тĕрĕ кĕвĕ хатĕрĕсем пур, çулсеренех вĕçем çĕннисемпе ылмашăнса пыраççĕ. Республикăра 4 пине яхăн пултарулăх ушкăнĕсем, вĕсенче 55 пин çын хăйсен ăсталăхне туптать. Юлашхи 20 çул хушшинче пуçласа кĕвĕ хатĕрĕсем илме пысăк укçа-тенкĕ 5 млн. уйăрнă. Тĕрлĕ кружоксем те ахал мар ĕçлеççĕ, 5 çул хушшинче çĕннисем – 377 йĕркеленнĕ. Культурăна 84 пин ытла çын куллен хăйсен кăмăлне тултарма тĕрлĕ кружоксене çӳрет. Республикăра культурăн тĕрлĕ шкулĕсене ачасен çӳреслĕхĕ РФ вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах пулни те пурне те савăнтарать. Вулавăшсене те сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсенче пуринче те компьютер анлă сарлнă. Куçкĕретех пур енĕпе те кăтартусем аван. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев Культура çулталăкĕнче мĕн-пур халăх тăрăшнине каланă. «Çак культура ăнлава малашне те çирĕп тытса унпа кулленех ĕçлесе пырасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Кăмăл-сипет, ăс-тăн культурипе ытти ăнлавсем пирĕн пурнăçшăн яланах актуаллă», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



24 декабря 2014
18:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter