Шупашкарта пĕр кунта тăватă ача сачĕ хута кайнă

 Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, вĕренӳ енĕпе ĕçлекен Комитет Председателĕн çумĕ Алена Аршинова Шупашкарта ача сачĕсене торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Мероприятие çакăн пекех Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов хутшăннă. 3-№лĕ «Пĕчĕк çĕр шыв» ача садне уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ача сачĕсене хута ярассипе патшалăх программи эффективлă пурнăçа кĕрсе пынине каланă. «Владимир Владимирович Путин Раççей Президенчĕ пирĕн ума ачасене трĕс те кирлĕ пек воспитани парса çитĕнтерме, вĕсене валли пур услови те хатĕрлесе пама тĕллев лартнă. Шупашкарта, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче 4 ача сачĕ харăсах хута кайрĕ, пурĕ вара республикăра 15 ача садне çитрĕ. Пĕлтĕрхи çул федераци бюджетĕнчен çĕршер миллион укçа-тенкĕ куçарса панă. Кăçалхи çул 1 млрд тенкĕ уйăрнă», - тесе пĕлтернĕ уява пухăннă халăха Михаил Игнатьев. Пурне те паллă пулăм ячĕпе саламланă. Сумлă хăнасем чаплă та хăтлă çурта пăхса çаврăннă, ачасемпе кăсăкланнă, елка тавра Çĕнĕ çул юррисем юрласа утнă.   Хăй вăхăтĕнче çак асăннă çурт Чăваш Енри ШĔМ шучĕнпе хисепленсе тăнă. 2014 çулта вара пĕтĕмпех ылмаштарма тивнĕ, реконструкци тунă. Кĕске вăхăт хушшинче çуртăн сăн-сăпатне çĕнĕрен илемлетсе хута янă. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсене вырнаçтарнă, ачасене валли пур услови те çителĕклĕ таран. Харсах 100 çӳретме пулать, 5 ушкăн йĕркеленĕ. Хыççăн сумлă хăнасем 203 №-лĕ «Непоседы» ача садне çитнĕ. Хальхи хута каякан ача сачĕсем маларах темиçешер çул каялла хăпартса лартнисенчен нумай уйрăлса тăнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Бассейн ытти ятарлă вырăнсем пур те çителĕклĕ таран. Ачасем савăнсах куллен ача садне çӳреççĕ. Кăçал хута яма тытăннă çуртсене, пĕтĕмпех çитес çул хута ярса пĕтерме палăртнă. 2016 çултан шкулсем хута кайма тытăнĕç. «Эпĕ халăх ыйтине чăннипе тата тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшатăп. Хамăр çине илнĕ яваплăха пурне те вăхăтра пурнăçласа пыратпăр,  малашне те пурнăçлăпăр. Çынсем ыранхи куна шанаççĕ, социаллă политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă тăрать, халăх кăмăллă», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Ку ача садне 240 ача пĕр харăсах çӳреме пултарать. Икĕ хутлă чаплă çурт пурин кăмăлне те çĕклесе ярать. Сусăрланă ачасене ача садне çӳретес пулсан, ятарлă вырăн та хатĕрлесе панă. Çак кунах Шупашкарта тата та икĕ ача сачĕ хута кайнă. Вĕсем: 113 №-лĕ «Золотой ключик»   тата 184№-лĕ «Калейдоскоп».   

 Тĕплĕнрех



25 декабря 2014
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter