«Санаторий «Чувашия» АУП 30 çул çитнĕ ятпа торжествăлла мероприяти ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Санаторий «Чувашия» АУП 30 çул çитнĕ ятпа халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Тус» генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата ытти официаллă хăнасем хутшăннă.  Санаторире ĕçлекенсене юбилей ячĕпе спламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак учреждени республикăн мăнаçлăхĕ, пирĕн халăхсен сывлăхне упраса хăварассипе пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăнине асăннă. «Канакансем валли пур услови те çителĕклĕ таран йĕркелнĕ. Ĕç кăтартăвĕсем те куç кĕретех лайăхланса пыни савăнтарать. Санаторире çулсеренех 7,5 пине яхăн çын хăйсен сывлăхне çирĕплетет. Çитĕнӳсемпе чарăнса лармалла мар, малашне те вĕсене анлăлатса пыма тăрăшмалла. Тата та çӳллĕрех шая çитесси пирки нимĕн те иккеленместĕп», - тесе кланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    Санаторире ĕçлекен врача Анатолий Бардасова нумай çулсем хушши тава тивĕçлĕ ĕçлесе пынишĕн, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшнишĕн Хисеп хутне парса чысланă республика Пуçлăхĕ. Ĕç династи ята тивĕçнисене - Вазинге, Козловсене, пĕр тăван аппăшĕсем -  Елена Лаврухинăна, Людмила Андреевăна тата Любовь Ильинана алла çыхмалли сехетсене парса хавхалантарнă. «Чувашия» санаторийĕн тĕп врачĕ, генеральнăй директорĕ  Юрий Симунов хăйĕн сăмахĕнче учреждени лайăх кăтартусемпе палăрнине, кунта канма килекенсем Чăваш Енрен çеç мар ытти регионсенчен те тăтăшах килсе çӳренине асăннă. Хисепĕ куçкĕретех ӳссе пыни пуриншĕн те кăмăллă пулнине каланă. Пухăннисене пурне те уяв ячĕпе саламланă, ĕçре çитĕнӳсем тума сĕннĕ.  Кунта 30 çул хушшинче пурĕ 240 000  çын ытла хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Кунта пĕтĕмпех çут çанталăх ырлăхĕпе савăнса пурăнма меллĕ. Чи кирли, ĕçлекенсем халăха чунтан, ырă кăмăлпа яланах кĕтсе илеççĕ. Тĕплĕнрех



25 декабря 2014
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter