Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрлештернĕ бюджетăн тупăшне ӳтерес тата ĕç укçипе вăхăрта тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен канаш ларăвне ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрлештернĕ бюджетăн тупăшне ӳтерес тата ĕç укçипе вăхăрта тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен канаш ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçин ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Ольга Никина уйрăм çынсенчен, предпринимательсенчен пухăнакан налуксен ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Кăçал 11 уйăх хушшинче НДФЛ шучĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне 106 процент чухлĕ тултарнă. Çав вăхĕтрах тракторсем кăларакан заводăн парăмĕ 400 млн.тенкĕллĕх пухăнса кайнине асăннă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче НДФЛ республикăпа муниципалитет бюджечĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Вĕсене пула, шăпах та эпир социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра тата пыратпăр. Влаç органĕсенче тимлекенсен патшалăх интересĕсене хӳтĕлеме тăрăшмалла», - тенĕ. Ольга Никина çакăн пекех хăш-пĕр предпринимательсем хăйсен ĕçчешĕсене сахал ĕç укçипе тивĕçтерни пирки чарăнса тăнă. Ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекен ятарлă комиссисен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Ларура Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Красночетайски районĕсен администраци пуçлăхĕсене итленĕ.  Вĕсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, налук органĕсенче ĕçлекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă.  Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçĕ ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Ольга Никина пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çул республикăра 2,5 пин предприятисемпе организацисенче, хăйсен патĕнче ĕçлекенсене МРОТран сахал укçа-тенкĕ тӳленине тупса палăртнине каланă.  Вĕсен тĕслĕхĕсене тупса палăртнă хыççăн, комиссисенче итленĕ, ун хыççăн пĕр пин патнелле предприниматель ĕçчешсен ĕç укçине кирлĕ пек виçене çитерсе ӳстерсе панине асăннă.  «Ĕç укçипе тивĕçтерес ыйтăва пĕр хутчен мар тĕрлĕ шайра сӳтсе яватпăр. Республикăри районсемпе хуласенче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май та сахал мар халăхпа пĕрле канашланă. Муниципалитетсемпе тачă çыхăнса ĕçлени эффективлăха ӳстерсе пырать. Кăтартусем те куçкĕретех. Енчен те маларах предпринимательсем суя ĕç хучĕсемпе ĕçленĕ пулсан, паян вĕсем хăйсен ĕçчешĕсене кирлĕ пек ĕç укçине йĕркелесе панă.  Лайăх ĕçлесе пыракан предпринимательсене пирĕн пурсăмăрăн та пулăшса пыма пĕлмелле. Вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелемелле. Хула ертӳлĕхĕнчен хăçан йĕрке тăвасси пирки ыйтнă. Мĕн чухлĕ суя ĕçсем пирĕн таврара, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисене, вăхăтра тупса палăртмаллине, прокуратура ĕçченĕсене те ку ĕçе явăçтармаллине уйрăммăн палăртса каланă  Михаил Игнатьев.  Федерацин пенси фондчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçин çумĕ Ирина Коннова та хăйĕн сăмахĕнче ĕç укçипе çхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Вĕсем палăртнă тăрăх, тĕрлĕ служба тытăмĕсемпе пĕрле ларусен комиссийĕсенче 818 предпринимателе итленĕ, вĕсенчен 60-шĕ çӳлерех асăннă кăтартусенчен сахалрах ĕç укçипе тивĕçтернине тупса палăртнине каланă. Комисси ларăвĕсен йышăнăвĕсем тăрăх, 26-шĕ палăртнă ыйтăва кирлĕ пек пурнăçланă.  Вăл çакăн пекех ĕçлекен çынсене официаллă майпа ĕç укçипе  тивĕçтермен тĕслĕхсем пирки те каласа кăтартнă, страховани пайĕсене те сахалрах тӳлени пирки чарăнса тăнă.  Çичĕ хутчен тухса тĕрĕсленĕ хыççăн, виççĕшĕнче йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнине каланă. Вĕсем: «Промтехстройсервис» ООО, «МВМ ГРУПП» ООО – Шупашкар районĕнчен, «Заря» СХПК – Каçал ен районĕ. Пени, штрафсемпе 504 пин текĕллĕх шыраса илме йышăнса хăварнă. Чăваш Енри ĕçлекенсен ĕçне пăхса тăракан патшалăх  тĕп инспекторĕ Раиса Павлова хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çул 11 уйăхра республикăри предприятисемпе организацисенче  ĕç йĕркине пăснă тĕслĕхсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Калăпăр, 780 тĕрлĕ тĕрĕслевсенче 3499 йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнине каланă. Сăлтавсăр çынсене ĕç укçипе тивĕçтерменнишĕн, явап тыттарнă хыççăн 809 рабочине кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтернĕ.  Федерацин суд приставĕсен  Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçин  çумĕ Евгений Макаров бюджета тултарассипе йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Кăçал 11 уйăх хушшинче пурĕ суд приставĕсем айăплă халăхран 637,6 млн.тенкĕллĕх укçа-тенкĕ пухнине асăннă. Ларăва пĕтмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене пурне те эффективлă ĕçлесе пынишĕн, 2014 çула ăнăçлă вĕçлеме витĕм кӳнишĕн тав тунă. Тĕплĕнрех

 

  



25 декабря 2014
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter