Раççейри ача-пăча хирургĕсен Пĕрлешĕвĕн Президенчĕ Александр Разумовский: «Чăваш Енри ача-пăчасен хирургийĕ пирĕн çĕр шыври чи лайăххи»

 Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри ача-пăчасен хирургĕсен Ассоциацийĕн Президенчĕпе, Мускаври сывлăх сыхлавĕн Департаменчĕн ачасен тĕп хирургĕпе,  Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнчи «Н.И.Пирогов ячĕллĕ Раççейри наци тĕпчевĕн медицина универстиечĕ» ВПО ГБОУ ача-пăча хирурги кафедрин ертӳçипе Александр Разумовскийпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.  Калаçăва Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнчи ачасен клиникин тĕп врачĕ Анатолий Павлов хутшăннă. Чăваш Енре ачасене сыватассипе ĕçлекен хирурги тытăмне аталнтарасси пирки сӳтсе явнă, реанимаци енĕпе те  ыйтусене хускатнă. Ачасене сиплекен  паллă хирурга Михаил Игнатьев Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килнишĕн тав тунă. «Эсир Чăваш Енри специалистсене хăвăрăн пуян опытпа паллаштаратăр, пепкесене сыватассипе хăйне евĕр ĕçсем пирки каласа кăтартатăр. Ку чи пахи», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чӑваш Республикинче сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантарасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Больницӑсенче юсав тата реконструкци ӗҫӗсем иртеҫҫӗ, чирсенчен сиплес тата вӗсене асӑрхаттарас тӗлӗшпе малта пыракан технологисем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, сиплев учрежденийӗсем хальхи йышши оборудованипе пуянланаҫҫӗ. Чӑваш Ен Правительстви 2012–2020 ҫулсем валли «Сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантарасси» патшалӑх программине йышӑннӑ.  Анчах кун çути куракан пепкесене сиплесси те çӳллĕ шайра пулни куçкĕретех. Александр Разумовский республика ертӳлĕхне сывлăх сыхлавне, уйрăмах ачсен хирурги енĕпе ĕçлекенсене аталантарса пырассипе сахал мар ĕçленине асăннă.  «Сирĕн регионта ырă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Пĕчĕкрех учреждени тытăмĕсене пысăккисем çумне пĕрлештерни те вырăнлă. Республика ертӳлĕхĕ сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе пуянланччĕр тесе хытă тăрăшса ĕçлет. Компьютер томографĕ вырнаçтараççĕ.  Медицина ĕçченĕсем хăтлă та çутă учрежденисенче тăрăшаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан,  сывлăх сыхлавĕн культури каламасăрах паллă - çӳллĕ шайра  Чăваш Енри ачасен хирургийĕ пирĕн çĕр шывра чи лайăххи», - тесе каланă сумлă хăна. Тĕплĕнрех



26 декабря 2014
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter