Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн АУП Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕпе тата "ЧЭАЗ" АХП ертӳçпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн АУП Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕпе  Юрий Бычковскийпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Перекен банкĕн ертӳлĕхне çăмăлах мар тĕнчери лару-тăру вăхăтĕнче патшалăх позицине ăнланса кирлĕ пек пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленишĕн тав тунă. Республика Ертӳçи Переке банкĕ Чăваш Енре социаллă экономика пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе ăнланса ĕçленине ырласа хăварнă. Юрий Бычковский Чăваш Ен Пуçлăхне Çĕнĕ çул уявĕнче банк халăха кирлĕ пек вăхăтра укçа-тенкĕпе тивĕçтерме шантарнă. Кунне-çĕрне пăхмасăрах банкоматсем ĕçлесси пирки асăннă. Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧЭАЗ çумĕнчи директорсен канашĕн председателĕпе Михаил Шурдовпа тата заводăн генеральнăй директорĕпе  Александр Федотовпа тĕл пулнă. Предприятийĕн малашнехи ĕçĕсем пирки сӳтсе явнă. Тĕнче шайĕнче импорт таварсенчен уйрăлнине кура, пирĕн хамăрăн таварсене кăларакансем валли лайăх çул-йĕр уçса пани пирки калаçнă ĕçлĕ калаçура. Тĕплĕнрех



26 декабря 2014
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter