Чăваш Ен Правительстви эффективлă ĕçленишĕн çĕнсе илнĕ премипе Шупашкарта çĕнĕ ача садне туяннă

 Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкарта харăсах пĕр вăхăтра тăватă ача сачĕ хута кайнă. Вĕсенчен пĕрне «Непоседы» 340 вырăнлă ача садне 139,2 млн.  тенкĕ тӳлесе çурта хăпартакансенчен туяннă. Асăннă укçа-тенкĕне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ эффективлă ĕçлесе пынине кура, федераци енчен премии шучĕпе илнĕ пулнă.  Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хăтлă çуртра бассейн, кĕвĕ залĕ, компьютер классĕ, медицина тата ытти уйрăмсем пĕтĕмпех хатĕрлесе йĕркене кĕртнĕ.   Кунне ача садне 12 ушкăн харăсах çӳреççĕ, енчен те сусăрланă ачасем çӳретес пулсан, вĕсене валли те ятарлă пандус йĕркеленĕ. Кунта 35 воспитатель вăй хурать. Аса илтеретпĕр, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче 2013 çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ пулнă.  Ун чухне, шăпах та Чăваш Республикине гранта тивĕçнĕшĕн укçа-тенкĕ парсси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ.  Регионсен ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ чухне ытларах халăхăн тупăшĕпе пурăнаслăхне, ĕçсĕррисен хисепĕ чакнине, вĕренӳпе медицина пулăшăвĕсене парассин ыйтăвĕсене,  тăлăх ачасен хисепне чакарасси, налуксем пухассине, инвестици илĕртӳлĕхне, çурт-йĕрсем хута ярасси пирки, предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă ыйтусем çине тимлĕх уйăрнă пулнă. Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă рейтингра  Чăваш Ен 14-мĕш вырăн йышăннă, 165млн.59 пин тенкĕллĕх гранта илме тивĕçлĕ пулнă. Ырă хыпара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чӳк уйăхĕн пĕрремĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Ун чухне çак пулăшупа Шупашкарта ача садне хута яма ярасси пирки калаçса килĕшнĕ пулнă. Халăхпа тĕрлĕ общественноçпа сӳтсе явнă хыççăн, «Садовый» микрорайонта ача садне пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă, мĕн ĕмĕтленни пуринăçланнă.



26 декабря 2014
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter