Раҫҫей МЧСне 24 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче П.П.Хусанкай ячĕллĕ Культура çуртĕнче Раҫҫей МЧСне 24 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Палăртнă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, федераци влаçĕн территори органĕсен тата ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем тата ытти официаллă хăнасем пухăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăлавçăсен уявĕ ячĕпе саламланă, вĕсене ырми-канми ĕçленишĕн тав тунă. «Чăваш Енри влаç органĕсенче ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени куçкĕретех.  Çынсене инкексенче пĕччен пăрахса хăварманни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче республикӑри хуласемпе ялсем ҫине йӑтӑнса аннӑ пӑрлӑ ҫумӑр 100 пин ытла ҫынна ҫутӑсӑр тӑратса хӑварчӗ. Ҫанталӑкӑн йывӑр условийӗсене пӑхмасӑр, явӑҫтарнӑ мӗнпур служба ырми-канми тата кал-кал ӗҫленине пула инкек сиенӗсене чи кӗске тапхӑрта пӗтӗмпех пӗтерме, ялсене  тата ҫуртсене электроэнерги ҫӑл куҫӗсемпе ҫыхӑнтарма  май килчӗ. Пурте хăйсен ĕçĕсене çӳллĕ шайра пурнăçлани паха», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çăлавçăсен инкексене сирсе  яма хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пур хатĕр те пулнине палăртнă. «Пирӗн ҫӑлавҫӑсен пысӑк ӑсталӑхӗпе хӑюлӑхне, чӑтӑмлӑхӗпе хастарлӑхне федераци шайӗнче те пысӑка хурса хакланӑ. 2014 ҫул­та «Раҫҫей МЧСӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъектӗнчи ҫул ҫинчи транспорт ин­кекӗ вӑхӑтӗнче васкавлӑн ӗҫлекен чи лайӑх Тӗп управ­ленийӗ» ята ҫӗн­се илессишӗн ирттернӗ смотр-конкурс пӗтӗмле­тӗ­вӗ­сем тӑ­рӑх Чӑваш Республики иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Хисепе тивĕçнисене уйрăммăн палăртса Чăваш Республикин  Хисеп грамотине  Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн ĕçченĕсене тата ытти тытăмра тăракан граждансене алла çыхмалли сехетпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă. Тĕплĕнрех

 



26 декабря 2014
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter