Хулари çынсене Çĕнĕ çул умĕн хăтлă та çутă хваттерсемпе тивĕçтернĕ

 Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен хăтарас тĕлĕшпе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн хута янă хваттерсен хуçисене торжествăлла майпа парса тивĕçтернĕ пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятире Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем  Константин Косачев тата Леонид Лебедев, хула ертӳлĕхĕ пулнă. Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ хваттерсен хуçисене çĕнĕ пӳрте куçнă ятпа саламланă, Чăваш Енре пурăнакансем чăннипех те республикăра патшалăх программисем кирлĕ пек пурнăçланса пынине асăннă, Раççей Федерацийĕн гражданĕсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пулса пынине каланă. «Халĕ, эпир маларах аварийлĕ çуртсенче пурăннă граждансене куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтеретпĕр. Программăн иккĕмĕш тапхăрĕпе пулса пыракан ĕçсене пурнăçлама тытăннă та. Кăçал та çитес çул та темиçе те çĕршер çына çутă та хăтлă хватерсемпе тивĕçтерĕпĕр. Çитĕнекен ачасене ăшă та илемлĕ хваттерсенче пăхса çитĕнтерччĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Константин Косачев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре çитес вăхăтсенче программа туллин пурнăçланасси пирки асăннă. «2016-2017-мĕш çулсенче  çак палăртнă программа истори пулса юлмалла. Республика ертӳлĕхĕшĕн чи кирлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Малашне те ырă пуçарусене пулăшса витĕм кӳме тăрăшăпăр», - тенĕ вăл. Леонид Лебедев та çĕнĕ хваттерсен хуçисене саламланă, çурт-йĕр яланах çемьешĕн пысăк хисеп, телей, аталанса пыма вăй хăват кӳрекен  япала пулнине палăртнă. Чăваш Енре 2013-2017 çулсенче 860 çурта юрăхсăра тухнă тесе йышăнма палăртнă. Вĕсенче пурĕ 13,2 пин çын пурăнать, тепĕр майлă каласан 4956 çемье. Программăн пĕрремĕш тапхăрĕпе 3824 çынна, 1424 çемьене хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Паянхи куна 1742 çыннăн кăмăлне тивĕçтернĕ те. Тĕплĕнрех



27 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter