Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Олимп резервне хатĕрлемелли 2№-лĕ шкулти йĕлтĕрпе чупмалли трассăна тĕрĕсленĕ

 Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Шупашкарти 2№-лĕ СДЮСШОР пулнă.  Çак вырăна хулари пурăнакансен канмалли ятарлă юратнă вырăнĕ тесен те йăнăш мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кунта йĕлтĕрпе ярăнмалли вырăн хĕллехи тапхăра хатĕррипе хатăр маррине пăхса тухнă, йĕлтĕр йĕрĕпе ярăнса трассăна тĕрĕсленĕ. Сезон тин çеç пуçланать пулин те, йĕлтĕрпе ярăнмалли ятарлă вырăна лайăх хатĕрленине каласа хăварнă. Республикăра йĕлĕр çине тăрас текенсен хисепĕ çулсеренех ӳссе пынине асăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас текенсем нумайланнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн чĕнĕвне Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, спортăн тава тивĕçлĕ кандидачĕ Владимир Меметов тата спортăн çак тĕсне кăмăл тăвакансем хутшăннă.  Шупашкарта йĕлтĕрпе ярăнмалли ятарлă тапхăра раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Лапсарти «ДЮСШ ИМ.А.И. Тихонова» МБОУДОД база çумĕнче уçма палăртса хунă. Кун чухне Çĕнĕ çулти чи ăста та вăйлă, хăвăрт чупакансен ăмăртăвĕ пулĕ. Тĕплĕнрех



27 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter