Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ МЧС сотрудникӗсем!

Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе сире пӗтӗм чӗререн саламлас тетӗп!

Сире, хастар та хӑюллӑ тата паттӑр ҫынсене, чунтан тав тӑватӑп, суйласа илнӗ профессийӗр чи кӑткӑс та яваплисенчен пӗри. Эсир хӑвӑр пур­­­нӑ­ҫӑр хӑрушлӑха лекме пултарассине пӑхмасӑр инкекри ҫынсене пулӑшма яланах чӑн малтан пырса ҫи­тетӗр.

Кӑҫал республикӑри пушарпа ҫӑлав подразделенийӗсен сотрудникӗсем ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче шар курнисене пулӑшма пин хутчен ытла ҫула тухнӑ, 1300 яхӑн ҫынна инкекрен ҫӑл­нӑ. Пушарсемпе кӗрешнӗ вӑхӑтра 400 ытла ҫынна тата 700 миллион тенке яхӑн пурлӑха вут-ҫулӑм аллине лекесрен хӑтарса хӑварнӑ.

Пирӗн ҫӑлавҫӑсен пысӑк ӑсталӑхӗпе хӑюлӑхне, чӑтӑмлӑхӗпе хастарлӑхне федераци шайӗнче те пысӑка хурса хакланӑ. 2014 ҫул­та «Раҫҫей МЧСӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъектӗнчи ҫул ҫинчи транспорт ин­кекӗ вӑхӑтӗнче васкавлӑн ӗҫлекен чи лайӑх Тӗп управ­ленийӗ» ята ҫӗн­се илессишӗн ирттернӗ смотр-конкурс пӗтӗмле­тӗ­вӗ­сем тӑ­рӑх Чӑваш Республики иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫӗршӗн, тивӗҫе па­рӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑл мар тата хатарлӑ ӗҫӗрте ӑнӑҫу, телей, тӑнӑҫлӑх, мӗн пур лайӑххине тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                          М.Игнатьев



27 декабря 2014
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter