Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Федераци Пухăвĕн членĕсемпе тĕл пулнă

 Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсемпе Константин Косачевпа тата Леонид Лебедевпа, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе Алена Аршиновăпа тата Руслан Тихоновпа, Чăваш Республикин Раççей Федераци Президенĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представителĕпе   Леонид Волковпа   ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Тĕл пулу самантĕнче Федераци Пухăвĕпе Чăваш Енри патшалăх влаç органĕсем хушшинчи çыхăнăва аталантарассипе палăртнă ыйтусене сӳтсе явнă. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерес ĕçсем пирки канашланă. Тĕплĕнрех

 



27 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter