Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕпе саламланă

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путинран тата Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведевран Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕпе салам çырăвĕсем килсе çитнĕ. «Çак тахçантанпах кĕтнĕ уявсем пурин чунĕнче те темĕнле асамлă кăмăл-туйăм парнелеççĕ, чи çутă та ырă ĕмĕтсем çуратаççĕ.  Вĕсемпе пĕрле шанăç, ырă хыпарсемпе улшăнусем, палăртса хунă ĕçсене пурнăçлама вăйлă хăват парнелеççĕ.  Пĕтĕм чун-чĕререн Сире сывлăх,  юлташла пĕр-пĕринпе калаçма, савăнăçпа ăнăçу сунатăп», - тесе çырнă Раççей Президенчĕ хăйĕн салам йĕркисенче. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хăйĕн саламĕнче иртсе каякан çул пуриншĕн те çăмăлах маррине палăртнă. Пур-пĕрех Раççей гражданĕсене çутă та вăйлă çтĕнӳсем парнеленине асăннă. Чи пахи – кашни çынрах шанчăклăх çуратнине палăртнă. «Эпир яланах çак уявсене асра юлмалла анлăн паллă тăватпăр. Чи ансат, çав вăхăтрах кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ ĕмĕтсем пирки шухăшлатпăр. Пире пурсăмăра та хаклă çывăх çынсем яланах сывă пулччĕр, килте ăшă та хăтлă, ачасем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччĕр, атте-аннесем нмай çул пурăнччĕр тесе кашни кун шухăшлатпăр. 2015 çул çĕнĕ вăй-хăват парнелетĕр, ырӑ пу­ҫарурах ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳ пирӗнпе юнашар яланах пулччӑр! Сирĕнпе яланах телей, сыв­лӑх, тӑнӑҫлӑх тата юрату çеç çӳретĕр, çывăх çыннăрсем хисеплеччĕр», - тесе çырнă хăйĕн саламĕнче    Дмитрий Медведев. Çакăн пекех республика Пуçлăхĕ ячĕпе ытти федераллă тытăмра вăй хуракансенчен, Чăваш Енри хула район администраци пуçлăхĕсенчен тата та ытти çынсенчен кулленех салам çырăвĕсем килеççĕ.

 



29 декабря 2014
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter