Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче социаллă ушкăнра тăракан граждансене çурт-йĕрсемпе тивĕçтернин ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. 2014 çулта çул-йĕрсем çинче хăрушлăха сирсе ярассипе пурнăланă ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин çул-йĕр министрĕ  Владимир Филиппов каласа кăтартнă. Кăçалхи çул ытларах çынсем каçса çӳремелли вырăнсене тирпейлессипе ĕçсене йĕркеленине асăннă. Республикăри мĕнпур вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене валли çулсем çинче çӳреме асăрхаттару паллисемпе тивĕçтернине каланă. 1400 ытла тĕрлĕ йышши профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине асăннă. Палăртнă ĕçе ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене те явăçтарнă. Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче пушартан сыхланса ирттермелли профилактика енĕсем пирки те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче 193 пин ытла ача çитес Çĕнĕ çул уявĕсене хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Министр çакăн пекех ачасен хĕллехи канăвĕсем усăллă иртччĕр тесе ФОКсем, тĕрлĕ спорт учрежденийĕсем тăтăшах ĕçленине асăннă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 115 каток, 26 ФОК, йĕлтĕрпе ярăнмалли ятарлă вырăнсем - 67 хатĕрленине каланă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕ таран пурĕ Чăваш Республикинче 1800 Çĕнĕ çул ячĕпе мероприятисем йĕркеленине каласа хăварнă, вĕсенче 400 пин ача хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев  ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хăйĕн доклатĕнче планпа пăхса хăварнă мероприятисенчен ирттерсе 920 тĕрлĕ йышши профилактика ĕçĕсене пурнăçланине асăннă. Учета илнĕ ятарлă вырăнсем пирки те каласа хăварнă. Енчен те пужар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасан, вĕсене вăхăтра тупса палăртса, явап тыттарасси пирки çирĕппĕн асăрхаттарнă,  йĕркесĕрлĕхе Чăваш Енри ШĔМ те тĕрĕслесе тăма шантарать.

  



29 декабря 2014
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter