Тĕрлĕ наци çыннисен тĕнпе хӑйне евӗрлӗ культурине, чӗлхипе йӑли-йӗркине сыхласа упрама, ҫирӗплетме тата малалла аталантармалли майсемпе килĕшӳ пирки канашланă Мускаври муфтият резиденицийĕнче

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускаври муфтият резиденцийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп регионти тата Мускаври  мăсăльмансен чиркӳ Управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва тĕнсемпе çыхăну тытакан департаментăн пуçлăхĕ Евгений Еремин хутшăннă. Тĕл пулура Раççей территорийĕнче пурăнакан халăхсен нумай ĕмĕрлĕ ăс-хакăл еткерлĕхне  тĕн пĕр тĕвве пĕрлештерсе тăнине асăннă. Çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл енчен пуянлатса килĕшӳре пурăнма вĕрентсе пымалли пирки канашланă. Альбир Крганов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче обществăлла политика тăнăçлăхĕ хуçаланнине асăннă. Республикăра муфтисен организацине йĕркелесе янăранпа кăçалхи çул раштав уйăхнче 20 çул çитнине палăртнă. Мăсăльмансен чиркӳ Управленийĕн председательне Раççей Федерацийĕн гражданĕсемшĕн тивĕçлĕ ĕçлесе пынишĕн ырласа тав сăмахĕ каланă. «Пирӗн республикӑра 128 наци ҫынни тата 8 халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Патшалӑх политики вӗсен сайра тӗл пулакан тата хӑйне евӗрлӗ культурине, чӗлхипе йӑли-йӗр­кине сых­ласа упрама, ҫирӗплетме тата малалла аталантарма майсем туса пама тӗллев тытать», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Евгений Еремин та çак сăмахсене тепĕр хут çирĕплетсе, Чăваш Енре килĕшӳре пурăннине кура, халăхсен чăн-чăн туслăхĕ пуррине палăртнă.



03 декабря 2014
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter