Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юристсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ юристсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп!

Эсир саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр, граждансен конституцире палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлетӗр. Пирӗн ҫӗршывра право патшалӑхне туса хунӑранпа юрист профессийӗсен кирлӗлӗхӗ палӑрмаллах ӳсрӗ.  

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе килӗшӳллӗн кашни гражданинах квалификациллӗ право пулӑшӑвне гарантиленӗ майпа илме пултарать, хӑш-пӗр ушкӑнри граждансене вара ӑна тӳлевсӗр параҫҫӗ. Кӑҫал кӑна адвокатсем тата ӗҫ тӑвакан власть органӗсен сотрудникӗсем хӑйсен компетенцийӗ шайӗнче право тӗлӗшӗнчи пулӑшу ӗҫӗсене Чӑваш Енре пурӑнакан 17 пине яхӑн ҫынна тӳлевсӗр панӑ. Хальхи вӑхӑтра право пулӑшӑвне тӳлевсӗр илме пултаракансен ят хисепне 33 ҫитиччен ан-лӑлатнӑ – ҫавнашкал мая ҫут ҫанталӑк тата техноген сӑлтавӗсемпе пулакан майсӑр лару-тӑрӑва пула шар курнӑ граждансем те тивӗҫнӗ.

Право ӗҫӗн мӗн пур специалистне тата юридически служба ветеранӗсене ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар тата яваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, телейпе ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                  М. Игнатьев



03 декабря 2014
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter