Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Спорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей спорт Министрĕпе Виталий Муткопа тĕл пулнă. Калаçу самантĕнче Чăваш Республикинче спорт объекчĕсене хута ярассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. 2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарассипе тĕллевлĕ программа еплерех пурнăçа кĕрсе пыни пирки канашланă, Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта, 2015 çулта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ (суперлига) ирттересси пирки ыйтусене пăхса тухнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче программа пурнăçа кĕрсе пынă тапхăрта, спорт объекчĕсене реконструкцилеме тата çĕнĕрен хута яма 5 млрд. тенкĕ патнелле тăкакланнине асăннă.  Вĕсене пула, республикăра пурăнакансене тĕрлĕ спорт енĕпе аталанса пыма майсем пулнă. Хальхи вăхăтра, Шупашкарта Пăр керменне хута ярассипе строительсем тимлеççĕ. Кунта та спортăн тĕрлĕ енĕпе аталанса пыма, сывлăха çирĕплетме май пулĕ, пĕр харăсах, Спорт керменĕнче ларса курмалли 7000 вырăн пулĕ. Тренерсемпе спортсменсене хатĕрленме ятарлă пӳлĕмсем те çителĕклĕ уйăрнă. Пĕр сăмахпа каласан, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан Пăр керменĕнче спорта, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем валли пур те пулĕ. 2015 çулта маунтинбайк енĕпе хатĕрлеме май паракан ятарлă Центр та хута кайĕ, велосипедпа чупса ăмăртма май пулĕ. Кунсăр пуçне Шупашкарта биатлонпа олимпиадăсене хатĕрлемелли объекта та реконструкцилеççĕ.  Чăннипех те çирĕппĕн калама пултаратпăр, юлашки çулсенче Чăваш Ен хăйне пĕтĕм Раççей, халăхсем, регионсем хушшинчи спорт ăмăртăвĕсене хатĕрлесе йĕркелесе ирттерессипе чи ăнăçлă, пысăк шайра ирттерекенсен ятне те илчĕ.  2014 çулта Раççейри пенсионерсен I-мĕш Спартакиади, хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раççей чемпионатчĕ, сусăрланнă çынсем хушшинче иртекен фестиваль тата ытти те. Малашне те физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре  пысăк витĕм кӳрсе пыраканни – «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе иртерсе яни. Çитес çул çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕш кунĕсенче çăмăл атлетикăпа (суперлига) Шупашкарта Европа чемпионатчĕ иртет.  Ун чухне Европăран чи вăйлă 12 команда килсе çитĕç, 2000 яхăн хăнасем пулĕç. 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утассипе тĕнче шайĕнче пысăк ăмăртусем пулĕç.  Виталий Мутко тата Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта аталантарса пыма Раççей Спорт министерстви хушшинче тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Килĕшĕве пула, спортăн чи ăнăçлă енĕсене вăйлăрах аталанса пыма ирĕк парĕ. Куллен спорта çӳрекенсен йышне те ӳстерме шантарать. Чăваш Республикинчи спортăн ятарлă ушкăнĕсене хатĕрлеме пулăшĕ, массăлла спорта анлăлатма меллĕ пулĕ. Шупашкар хулинче Эгерский бульварĕнче физкультурăпа спорт комплексне те хута яма пулăшĕ. Тĕл пулу самантĕнче маларах алă пусса çирĕплетнĕ килĕшӳхучĕпе еплерех ĕçлесе пынин кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Спорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă, республикăра тăтăшах хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан спорт объекчĕсем хута кайнине асăннă. Кашни çын валли кирлĕ пек спорт хатĕрсем çителĕклĕ таран пулнине, шкул ачисемпе физкультура урокĕсене йĕркелесе ирттерме те ятарлă залсем илемлĕ те çутă,  спорт хатĕрĕсем те пĕтĕмпех пуррине каланă. Çуртсем таврашĕнче урамра, тренажерсем вырнаçтарнă. Чи пахи, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен хисепĕ куçкĕретех ӳссе пыни. Енчен те 2009 çулта спорта кулленех çӳрекенсен хисепĕ 26 процент çеç пулнă пулсан, 2014 çулта 36 процента хăпарнă. Кăтарту пурин умĕнче те, Раççейри регионсем хушшинче Чăваш Ен  малти вырăнта.  Тĕплĕнрех

.



03 декабря 2014
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter