Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Пĕтĕм тĕнчери ятарлă 17-мĕш «Раççей электричество сечĕсем-2014» курава хутшăнакан предприятийĕсен павильонне çитсе курнă

Раштавăн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ятарлă 17-мĕш «Раççей электричество сечĕсем-2014» курава хутшăнакан предприятийĕсен павильонне çитсе курнă. Кунта «ЭКРА» НПП», «ИЗВА», «Бреслер» ИЦ», «Электроаппарат»,  «ВНИИР», «Электроавтомат» АУОсем, «Шупашкарти электромеханика завочĕ», «ЧЭАЗ» АХОсем, «Каскад» НПО тата ыттисем хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Курав ĕçлеме пуçланă кунранах Чăваш Енри предприятисем чылай коммерци сĕнĕвĕ пухма ĕлкĕрнĕ. Калăпăр, «ЭКРА» компанин цифра подстанцийĕсемпе тата ыти предприятисен таварĕсемпе - рынока кăларнă çĕнĕ йышши оборудованипе - интересленекенсем сахал мар пулнă. Чăваш Енĕн электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ чикĕ леш енчи аналогсемпе ăнăçлă тупăшни çинчен  никамшăн та вăртăнлăх мар, пахалăх енĕпе ют çĕр-шывсен продукцийĕнчен кая мар, тепĕр чух ирттерет те, çав вăхăтрах хакĕпе чылай йÿнĕрех. «Пирĕн предприятисен продукцине тĕнче шайĕнче пĕлеççĕ, иккĕленместпĕр: конкуренци вăй илсе пынине пăхмасăр вĕсем малашне те малти позицисенче пулĕç. Республика Правительстви хăй енчен  предприятисене куçкĕретех пулăшса пырать, вĕсемшĕн ăнăçлă аталанмалли условисем йĕркелесе парать. Паян Шупашкар - чăннипех реле хӳтлĕхĕн производствин центрĕ тесе палăртаççĕ курава хутшăнисем. Ĕçлĕ пулăмра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коммерцилле мар предприятипе - топливăпа энергетика комплексĕн ассоциацийĕн Председателĕпе Виктор Шеховцовпа пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ чикĕ леш енче те Раççейре те питĕ пĕлтершлĕ вырăн йышăнаççĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май,  Михаил Игнатьев çак асăннă предприяти пирĕн тăрăхра калăпланса тухакан таварсене чикĕ леш енче вырнаçтарассипе тата ытти рынокра анлăрах сарассипе кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма палăртнине,  ĕсе кирлĕ пек пурнăçланса пырассине нимĕн иккеленмесĕрех палăртма пултаратпăр», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăй шухăшне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тĕплĕнрех



03 декабря 2014
18:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter