Тыр-пул ăнсан, тутă пулăн

"Тыр-пул ăнсан, тутă пулăн" - тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Çителĕклĕ тыр-пул хатĕрлесессĕн сĕтел çинче çăкăр-кулачи те, кукăлĕ те пулать, çуркунне акма вăрлăхĕ те çитĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çакна яланах тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Тыр-пула вăхăтра пухса кĕртнипе çеç ĕç вĕçленмест, ăна алласа-тасатса хатĕрлемелле, пỹлмесене хумалла. Паянхи куна вара ку енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçлемелле.

Акă, "Труд" ЯХПК-ра ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. Килес çул валли паха вăрлăх хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ ĕçченсем. Паянхи куна хуçалăхра тулă вăрлăхне аллаççĕ, урпа вăрлăхне тасатса хатĕрленĕ, акма юрăхлă кондицие лартнă. Тĕш тырра "Петкуспа" алласа тасатаççĕ, вăрлăха кĕлетсене вырнаçтараççĕ. Н.Филиппова, Л.Шуряшкина, Г.Шикарева, М.Федорова ĕçченсем куллен тăрăшаççĕ кунта.

Кăçал "Труд" кооператив ĕçченĕсем 1148 центнер вăрлăх акнă. Вĕсенчен 26 проценчĕ - элита, 69 проценчĕ - 1- 4 репродукциллĕ. Тулă вăрлăхĕн "Симбирцит", урпан "Владимир", викăн "Спутница", нимĕç пăрçин "Узуновские-1" элита вăрлăхĕсем япăх мар тухăçпа савăнтарнă. Çанталăк сивĕтсе ка-йиччен вăрлăх хатĕрлесе пĕтермеллех. Сăмахран, пур хуçалăх та ĕçе пуçăннă теме çук-ха. Планпа килĕшỹллĕн 27590 центнер вăрлăх хатĕрлемелле. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ вăрлăхран 22 проценчĕ çеç акма юрăхлă. Çитес çулхи тухăç чи малтанах мĕнле вăрлăх акнинчен килнине тĕпе хурса ĕçлесчĕ. (Каçал ен районĕ)



03 декабря 2014
11:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter