Илемлĕ чăрăш савăнăç кÿрĕ

Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапама районăн Çĕнĕ çулхи тĕп чăрăшне вырнаçтарчĕç. Хитре чăрăш Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн тата «Ял картишĕ» предприяти ĕçченĕсен вăйĕпе çĕкленчĕ.

Кăçал ытарми чăрăша Сурăм лесничествинчен турттарса килнĕ. Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ Сурăм лесничествин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченне О.Тихонов лесничие вăрман «пикине» уйăрса панăшăн тата «Тепловодоканал» предприяти ертÿçине А.Никифорова материал тата автомобиль-манипулятор парса пулăшнăшăн тав тăвать. Сакăр метр çÿллĕш илемлĕ те капăр чăрăш пурне те савăнтарĕ.



30 декабря 2014
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter