Элĕк районĕ: çара - чун туртнипе

Кĕрхи призыв тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса, ял урамĕпе салтак юрри шăрантарса çара ăсатассине тĕпе хураççĕ. Нумаях пулмасть Элеккенушкăньри А. Григорьев тăван килпе сывпуллашса хĕсмете ăсанчĕ. Çавăн пекех Яккушкăньри С. Семенов та салтак атти тăхăнчĕ.

Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăннисем - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Иртнĕ тапхăрта тĕрлĕ чаçре службăна вĕçлесе Шĕмшешри А. Иванов, Пиçенерти В. Николаев, Çĕнушкăньри В. Мазилов, Прашкушкăньри В. Удиванов тăван енне тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитрĕç. Пиччĕшĕсене кура шăллĕсем те салтак атти тăхăннă тĕслĕхсене палăртмасăр иртме çук. Шафранчăкри Станиславпа Андрей Гавриловсене, Ишпарайкăри Андрейпа Евгений Порфирьевсене асăнма кăмăллă.  



30 декабря 2014
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter