Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Раççей Федерацийĕн Правительстви хушăвĕсене пурнăçа еплерех кĕртсе пынин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Раççей транспорт Министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулта çу уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви хуласем хушшипе чукун çулĕсем тăрăх халăхсене илсе çӳретмеллин йĕркине йышăнса хăварнă пулнă. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, 2015 çулта «Раççей чукун çулĕсем» АУП тӳсекен тăкака федераци бюджетĕнчен саплаштарма палăртнă.  Çавна май та Максим Соколов Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче хуласем витĕр илсе çӳретекен ятарлă компанисен парăмсем пухăнса кайни пирки канашланă, килĕшӳ ĕç хучĕсене 10 çуллăха йышăнса хăвармаллин ыйтăвĕсем пирки сӳтсе явнă. Раççей Федерацийĕн транспорт Министрне Максим Соколов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  пирĕн территорире 2011 çултанпа «РЖД» АУП  пăхăнуллă компанийĕ  «Содружество» АУП пĕтĕмпех ĕçсене йĕркелесе пынине пĕлтернĕ, пассажирсене чукун çул ыйтăвĕсемпе тивĕçтернине каланă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Ен чукун çулпа çыхăннă тăкаксенчен çурри ытла тӳлесе пынине каланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012-2013 çулсенче тӳлевсемпе хăш-пĕр кăлтăксем пурри пирки те асăннă, хальхи вăхăтра суд йркипе татса пани çинчен каланă. 2015 çулта «Содружество» АУП тăкакĕсене саплаштарма бюджетран укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. «Эпир лару-тăрăва ăнланма тăрăшатпăр, регион шайĕнче пулса иртекен кăлтăксене вăхăтра татса пама тăрăшăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Хуласем хушшипе илсе çӳретекен Раççей чукун çул компанисен ертӳлĕхĕпе пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени чăннипех те пуриншĕн те кăмăллă. Халлĕхе Раççей чукун çул ушкăнĕ лартакан ыйтусене те РФ субъекчĕсенче хушма пулăшупа тивĕçтересси вăхăт иртнĕ çемĕн пурнăçланасса шансах тăратпăр», - тесе каланă хăй шухăшне Максим Соколов. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева  Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов тав тунă. Чăваш Республикипе «Содружество» АУП хушшинче 2015 çулта пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Халăхсене  çак маршутпа илсе çӳретесси пирки палăртнă:

«Хусан – Канаш - Хусан»;

«Шупашкар – Канаш – Шупашкар»;

«Канаш – Улатăр - Канаш»;

«Улатăр – Кр.Узел – Улатăр»;

«Канаш -  Çĕмĕрле – Канаш»

 Тĕплĕнрех



30 декабря 2014
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter