Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн  31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ. Чи малтан республика Пуçлăхĕ «ЧПО им. Чапаева» АО генеральнăй  директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  депутачĕпе Михаил Резниковпа тĕл пулнă. Михаил Резников хăйĕн сăмахĕнче 2014 çула предприяти еплерех кăтартусемпе вĕçлени пирки каласа кăтартнă, çитес çул валли лартнă тĕллевсем пирки чарăнса тăнă. Предприятийĕн таварсен калăпăшĕ 2013 çулпа танлаштарсан 31,6 процент чухлĕ ытларах пулнине асăннă. Ĕç пахалăхĕн шайĕ те самай ӳснĕ, çынсене кирлĕ пек ĕç укçипе те тивĕçтернине палăртнă. Енчен те 2012 çулта заводра ĕçлекенсем вăтамран 15 пине яхăн укçа-тенкĕ илнĕ пулсан, кăçалхи çул вара ĕçлекенсен ĕç укçи 25 пин тенкĕпе танлашнă. 2015 çулта таварсен калăпăшне 3 млрд. тенĕ патнелле çитерме палăртса хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç коллективне саламланă, Раççей Миноборонипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, республикăри организацисене тупăшсем илме май панине асăннă. Тата çитменнине палăртас пулсан, нумай çуллăха Килĕшӳ ĕç хутне алă пусса çирĕплетни – предприятисене ыранхи куна шанса ĕçлеме хăват кĕнине асăннă.

«АККОНД» АУП генеральнăй директорĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Ивановпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятийĕн малашнехи ĕçĕсем пирки сӳтсе явнă. Валерий Иванов республика Пуçлăхне çитес çулхи палăртнă ĕçсем çинчен каласа кăтартнă. «Фирма «АККОНД-агро» АХПра çĕнĕ производство линине хута ярасси пирки те пĕлтернĕ. Çак ĕçе пурнăçа кĕртсен, кунне предприяти 30 тонна сĕт тирпейлесе кăларма шантарать. Çитес çулта производствăн калăпăшне 10 процента çити ӳстерме палăртнине асăннă. Сăмаха май, «АККОНД» АУП генеральнăй директорĕ Луганск тата Донецк халăх республикисене Çĕнĕ çул ячĕпе 5000 парне хатĕрлесе ăсатнине каланă. Крымпа Севастопольре уйăхсерен 90 тонна патнелле тавар калăпланине асăннă.

«Юрма» агрохолдингпа СУОР компанийĕн ертӳçи Владимир Ермолаев  хăйĕн сăмахĕнче çулталăк хушшинче 900 пин кайăк-кĕшĕк валли ятарлă 10 объект хатĕрленине пĕлтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та ĕçсем сахал мар тунă, СУОР республикăра пĕтĕмпе 100 пин кв.м.çурт-йĕр хăпартса хута янине палăртнă. Асăннă кăтартăва çитес çул икĕ хут ытларах ӳстерме палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Ермолаева тата унăн калама çук пысăк ĕç ушкăнне Чăваш Ен экономикишĕн пысăк витĕм кӳнишĕн ырласа тав тунă. «Влаç органĕсенче тимлекенсен çурт-йĕр строительсвин тытăмне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, ĕç хучĕсене ансăрлантса, пĕтĕмпех вăхăтра тивĕçтерме тăрăшмалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев.

Республикăн Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чăваш Ен Пуçлăхне Украинăран тарса килнĕ, Чăваш Енре вăхăтлăха пурăнма килĕшнĕ çемьесенчи ачасене  пур пулăшупа та вăхăтра тивĕçтернине пĕлтернĕ. Нумаях пулмасть Украинăран килнĕ çамрăксем пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнма çемье чăмăртанă. Вĕсем маларах нумай çулсем хушши гражданский бракра çеç тăнă пулнă. «Шăпах та вĕсем Чăваш Енре çемье пысăк хисепре пулнине кура, хăйсен шухăшне пурнăçа кĕртме шут тытнă», - тесе пĕлтернĕ Ольга Зайцева. Вăл çавăн пекех нумаях пулмасть, ĕçлĕ çул çӳревпе Севастопольте пулни пирки каласа кăтартнă, вĕсем патĕнче Хĕрарăмсен канашĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнине каласа кăтартнă. Чăваш Республикинчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ  Владимир Викторов 2014 çулта шкулсемпе ача сачĕсен çумĕнче канашсем йĕркелеме май килнине палăртнă. Çитес вăхăтсенчех пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче план ятарлă предмет кĕртме шухăш пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Ачасен çемьен психологипе этикине лайăх пĕлсе ӳсмеллине каланă.

Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа тата Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа иртсе каякан 2014 çулти ĕç кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. Калаçу самантĕнче хулари программăсем пурте ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. Строительство, ача сачĕсене, шкулсене модернизацилес, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе иртерессине, çуртсем таврашĕнчи çулсене сарассине пĕтĕмпех пурнăçлани савăнтарать. «Халăхсен кăмл-туйăмĕ кулленех ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех – ку вара чи кирли, пирĕн ĕçе хаклани пулать», - тесе каланă Михаил Игнатьев.

  Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов Чăваш Ен Пуçлăхне предпринимательсен тытăмĕнче ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕ пирки каласа кăтартнă. Тĕнчере пулса иртекен кăлтăксем бизнес ĕçне хăйне евĕр тăкак кĕнине каланă. Пур-пĕрех çулталăк вĕçленĕ тĕле таварсене ыйтакансен хисепĕ куçкĕретех ӳссе канине асăннă. Çавна пула та, республикăри предприятисемпе организацисем çулталăка тупăшсемпе вĕçленине пĕлтернĕ. Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна влаçпа предпринимательсен хушшинче тачă çыхăну пуррине асăннă. Йывăрлăхсем çук тесен те йăнăш мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Иванова пĕлтĕрхи çул ĕçсемшĕн тав тунă, çитес çул пуçламăшĕнче предпринимательсемпе çавра сĕтел мелĕпе калаçу йĕркелеме палăртнине каланă. Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, ăнăçу суннă.    Тĕплĕнрех



31 декабря 2014
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter