Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ 2015 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 

Ҫӗнӗ 2015 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫӗнӗ ҫул – чи юратнӑ уявсенчен пӗри, ӑна аслисем те, ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Вӑл яланах ырӑ улшӑнусем пулса иртессине тата мӗнпур ӗмӗт пурнӑҫланассине ӗненме шанӑҫ пиллет. 

Хыҫа юлакан 2014 ҫул пирӗн республикӑшӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ. Украина ҫӗрӗнчи политика хирӗҫӗвӗ, Раҫҫей тӗлӗшпе тӗнче ша­йӗнче йышӑннӑ экономика санкцийӗсем, вӗсене ответлесе ҫӗр­шыва ютран таварсем кӳрсе килессине чакарни экономика аталанӑвӗ ҫи­не япӑх витӗм кӳчӗҫ. Тепӗр енчен илсен, импорта улӑштармалли по­литика пирӗн тавар туса кӑларакансемшӗн ҫӗнӗ майсем туса па­чӗ, вӗсем­пе нумайӑшӗ анӑҫлӑ усӑ курчӗ.

Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Чӑваш Енри кӑҫалхи макроэкономика кӑтартӑвӗсем пӗлтӗрхинчен мӗнпур енӗпех иртсе кайрӗҫ. Промышленноҫпа ял хуҫалӑх производствисен индексӗсем ӳсрӗҫ, туса лартнӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр калӑпӑшӗ пысӑкланчӗ, инвестици лару-тӑрӑвӗ палӑрмаллах лайӑхланчӗ. Строительство ӗҫӗнче усӑ куракан материалсем тата электротехника туса кӑларакан ҫӗнӗ предприятисем хута кайрӗҫ. 2015 ҫулта инновациллӗ ҫӗнӗ производст­вӑсем уҫӑлмалла, ҫавна май республикӑра пурӑнакансем вал­ли ти­вӗҫлӗ ӗҫ укҫи палӑртакан пиншер хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Эпир хамӑр сӑмаха тытатпӑр тата йышӑннӑ пӗтӗм программӑ­на пурнӑҫлатпӑр. Ҫав шута ял ҫӗрӗнче фельдшерпа акушер пунк­­чӗсем туни те, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсани те, ҫулсене юсаса ҫӗнетни те, ҫӗнӗ спорт объекчӗсем ҫӗклени тата ытти нумай ӗҫ кӗрет. Кӑҫал 15 ҫӗнӗ ача сачӗ хута янӑ, виҫӗ пин ҫурӑна яхӑн ачапа вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем тахҫантанпах кӗтнӗ парнене тивӗҫрӗҫ.

Юлашки ҫулсем хушшинче республика Правительстви Чӑваш Енре пурӑнакансен тупӑшне ӳстерес тӗллевлӗ ӗҫе ҫирӗппӗн пур­нӑҫ­ласа пырать. Вӗрентекенсемпе воспитательсен, медицина ӗҫче­нӗ­семпе социаллӑ ӗҫченсен, культура учрежденийӗсен сотрудни­кӗсен, спорт шкулӗсен тренерӗсен ӗҫ укҫине ӳстертӗмӗр. Ветерансене социаллӑ пулӑшу памалли хушма мерӑсем йышӑнса хӑварнӑ. Бюджета йӗркелемелли ансатах мар лару-тӑрура та эпир «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫмелли ӗҫ стажӗн виҫине икӗ ҫул ҫурӑ таран чакарма укҫа-тенкӗ шыраса тупма пултар­тӑмӑр. Ҫав­на май тата вунӑ пинрен кая мар ҫулланнӑ ҫын хӑйсене ти­вӗҫлӗ ветеран ятне илӗ тата унпа пӗрле паракан ҫӑ­мӑл­лӑх­се­м­пе усӑ курма пултарӗ.

Эпир пӗтӗм ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетме, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, амӑшлӑхӗпе ачалӑха пулӑшу пама палӑр­та­кан ҫулпа ҫирӗппӗн малалла утатпӑр. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн ырӑ кӑтартӑвӗ – халӑх хӑй хальлӗн ӳсни. Ҫак пулӑма республикӑра виҫ­ҫӗмӗш ҫул шута илетпӗр. Нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ те пирӗн, вӗсенче виҫӗ, тӑватӑ, пи­лӗк е ытларах ача, 25 процент чухлӗ ӳсрӗ.

Чӑваш Ен физкультурӑпа массӑллӑ спорта аталантаракан паллӑ центр пулса тӑчӗ. Шупашкарта ҫӗршывӑмӑрӑн историйӗнче пуҫласа Раҫҫейри Пенсионерсен спартакиади пулса иртрӗ, унта 56 регионтан 500 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Ӑмӑртусене хутшӑннисем хӑйсен асӗнче манӑҫми йӗр хӑварнӑ Чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен халичченех лайӑхпа аса илеҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансене ырӑ кӑмӑлӗпе тарават­лӑхӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.

Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» спорт форумне эп­ир пӗрле ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттертӗмӗр, унта ҫӗршыв Пре­зиденчӗ Владимир Владимирович Путин, патшалӑхӑн паллӑ политика деятелӗсем, тӗнчери спорт федерацийӗсен ертӳҫисем, чапа тухнӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн ачасемпе вӗсен тренерӗсе­не хӑйсен опычӗпе паллаштарма аллӑ Олимп чемпионӗ килчӗ. Шупашкарта Раҫҫей Федерацийӗнче пуҫласа Пӗтӗм тӗнчери утмалли кун старт илчӗ, «Ӗҫлевпе хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО) комплекс пуҫласа тӗрӗслев иртрӗ. Республикӑн тӗп хулин тӳремӗсемпе урамӗ­­сенче иртнӗ «Ҫӑлтӑрпа пӗрле – зарядкӑна», «Спорт бульварӗ» тата ытти пулӑма тӗнчери мӗнпур спорт телеканалӗсемпе трансляци­ле­рӗҫ.

Хаваслӑ йӑл кулӑ, ырӑ кӑмӑл-туйӑм, чун ӑшши уҫҫӑн палӑрчӗҫ ҫавӑн чухне. Раҫҫей патшалӑхӗн пуҫлӑхӗ тата мӗнпур хӑна форума йӗркелес тӗлӗшпе туса ирттернӗ ӗҫе, эпир спорта мӗнлерех юратнине, Чӑваш Ен халӑхӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тараватлӑхне тивӗҫлипе хак­ларӗҫ. Паянхи куна республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 36 проценчӗ спортпа чӑннипех те туслӑ. Ҫавна май сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен шучӗ ҫитес ҫул тата та пысӑкрах пуласси пирки эпӗ иккӗленместӗп.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Паян эпир асра юлнӑ ҫутӑ пулӑмсемпе пуян Культура ҫулне ӑсатса яратпӑр. 2015 ҫула Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре вара – ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине чысласа, Константин Ива­нов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Хальхи чӑваш литературин никӗс­левҫин хайлавӗсем этеме, тӑван ҫӗре, чӑваш халӑхӗн авалхи йӑ­лисемпе пурнӑҫ йӗркине тата унӑн сайра йышши культурине чунтан юратса хисеплемеллине ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ. Пирӗн пулас несӗлӗмӗрсем тивӗҫлӗ граждансем, Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чӑн-чӑн патриочӗсем пулса ҫитӗнччӗр, унпа мӑнаҫланччӑр, унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне паттӑррӑн хӳтӗлеме пултарччӑр тесен пирӗн ҫав улшӑнми хаклӑхсене ҫитес ӑрусемшӗн сыхласа хӑвармалла.

Ҫывхарса килекен ҫул пирӗншӗн пуриншӗн те ырӑ шанӑҫпа тата савӑнӑҫпа, ҫӗнӗлӗхсемпе тата манӑҫми туйӑмсемпе тулли пултӑр. Шухӑшласа хунӑ мӗнпур ӗмӗт пурнӑҫлантӑр тата пӗтӗм ырӑ пу­ҫарурах ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳ пирӗнпе юнашар пулччӑр! Сире телей, сыв­лӑх, тӑнӑҫлӑх тата юрату сунатӑп!

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, хаклӑ туссем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                  М.Игнатьев



31 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter