В.Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнă

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырупа тухса калаçрĕ. Патшалăх Пуçлăхĕ çĕр-шывăн хальхи çитĕнĕвне хак пачĕ, унăн малашнехи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртрĕ.

Хальхи Çыру Владимир Путиншăн вун пĕрмĕш. Ăна итлеме пин ытла çын хутшăннă. Вĕсем - Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Аслă сучĕсен ертỹçисем, губернаторсем, çав шутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионсенчи саккунсем кăларакан пухусен председателĕсем, традициллĕ конфессисен пуçлăхĕсем, общество деятелĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисем.



04 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter