Раççей Наука академийĕпе Чăваш Республики хушшине пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшĕве алă пусса çирĕплентнĕ

 Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Наука академийĕнче унăн президенчĕпе   Владимир Фортовпа çĕнĕлле аталанса пырассипе тĕпчев ĕçĕсене йĕркелесе ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕç хутне йышăннă май, Раççей Наука академийĕн президенчĕ Владимир Фортов тата унăн вице-президенчĕ Сергей Алдошин хăйсен сăмахĕнче Чăваш Республикипе Академи хушшинче тачă çыхăну тахçантанпах çирĕп аталанса пынине палăртнă. Халĕ вĕсем тата та хытăрах пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине нимĕн иккеленмесĕрех асăнса хăварнă. «Хĕвел» компанипе, Вăрнарти «Август» заводпа, «Химпром» АУП тăтăшах эффективлă килĕшсе ĕçлени  те куçкĕретех. Çыхăну предприятисем хушшинче çирĕп. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре çĕнĕ предприятисем хута кайнине каланă, вĕрентӳ заведенийĕсен шайĕ те ӳссех пынине палăртнă, сăмаха май, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕн ĕçченĕсене ырă чăваш çĕрĕ çине çитсе курма чĕнсе хăварнă. Тĕплĕнрех



04 декабря 2014
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter