Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва итленĕ хыççăн, хăй шухăшне пĕлтернĕ

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра  Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă пулăма хутшăннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Кремлĕн чи пысăк залĕнче - Георгий залĕнче торжествăлла церемони 12 сехетре пуçланнă. Ку хутĕнче асăннă мероприятие 1100 патнелле чĕннĕ хăна хутшăннă. Вĕсем хисепĕнче Федераци канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Правительство членĕсем, Аслă судсенчен, губернаторсен корпусĕнчен, общество деятелĕсем,  регионсенчи общество палатисен ертӳçисем, пысăк массăлла информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем пуçтарăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырăва итленĕ хыççăн, хăй шухăшне журналистсене пĕлтернĕ. «Раççей Президенчĕ обществăпа влаç органĕсен умĕнче тăракан йывăрлăхсене пĕтерме çирĕп тĕллевсем лартнă, çитĕнӳсене те аван палăртнă.  Владимир Владимирович Путин кăçалхи çул хăйĕн Çырăвĕнчи сăмаха халăхсем хушшинчи политикăпа, лару-тăру пирки пуçларĕ. Çав вăхăтрах ăс-хакăл туйăмĕ те пирĕн вăйлă пулнине палăртрĕ.  Чи малтанах калас пулсан,  хăй вăхăтĕнче пирĕн халăхран кулас тенкĕ чухне те, вăл яланах çĕнтерме пултарнă. Украинăра пулса иртекен кăлтăксем тапхăрĕнче, политика енчен çивĕч лару-тăру пуçланнă. Пирĕн Раççейе Крым тата Севастополь кĕчĕ. Çак килĕшĕве Раççей Федерацийĕнче пур регион та шухăша ырларĕ. Пĕрле хар тăрса пĕр сасăллă пулчĕç. Харпăрхăй инвестиципе пурлăхне хӳтĕлемеллине çирĕп каласа хăварчĕ. Раççей Президенчĕ социаллă тытăма еплерех малалла пулăшса пырасси пирки те уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Çынсене пулăшу парасси çине те тарăнрах тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Калăпăр: вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕпе спорта, культурăна. Владимир Владимирович Путин паянхи пурнăçра рабочий вăйĕ ытларах кирлине асăнчĕ, ахаль çĕр ĕçченĕсемпе инженерсем тата ыттисем те, анчах та пĕлӳ пурин те çителĕклĕ таранах пулмалла. Ют çĕршывсенчен килекен таварсенчен хăтăлса ытларах хамăр калăпласа кăларакан таварсене халăхра сармаллине палăртрĕ. Ку енĕпе илес пулсан, пирĕн Чăваш Енре самаях ырă ĕçсем пулса пыраççĕ. Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери ятарлă 17-мĕш «Раççей электричество сечĕсем-2014» курава хутшăнакан предприятийĕсен павильонне çитсе куртăм. Пирĕн предприятисен продукцине тĕнче шайĕнче пĕлеççĕ, иккĕленместпĕр: конкуренци вăй илсе пынине пăхмасăр вĕсем малашне те малти позицисенче пулĕç. Республика Правительстви хăй енчен  предприятисене куçкĕретех пулăшса пырать, вĕсемшĕн ăнăçлă аталанмалли условисем йĕркелесе парать. Паян Шупашкар - чăннипех реле хӳтлĕхĕн производствин центрĕ тесе палăртрĕç курава хутшăнисем. Тĕрĕслев органĕсем паянхи куна предпринимательлĕхе аталанассине çирĕп пăхса тăраççĕ. Енчен те коммерцилле организаци виçĕ çул хушшинче йĕркене пăсса ĕçлемесен, ĕç укçипе вăхăтра тӳлесе пырсан, йĕркене пăснă нимĕнле тĕслĕх те пулманнине çирĕплетсен, вĕсем патне тепĕр виçĕ çул хушши  тĕрĕслевпе нимĕнле орган та кайманни вара пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çакă савăнтарать те.   Паян, кам та кам Раççей экономикине аталантарассишĕн тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пырать, вĕсемшĕн яланах çул уçă. Вĕсен ытларах патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма майсем пулĕç. Тепĕр ыйту пирки те каламасăр май çук, паян хăш-пĕр коммерцилле банксем пысăк инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртме пулăшу кӳресшĕнех мар. Анчах та пурнăç хăйĕннех ыйтать – предприятисем хута кайсан, ытларах халăхсем валли ĕç вырăнĕсем тупăнĕç. Ку вара чи кирли. Пирĕн ăва Раççей Президенчĕ çирĕп тĕллевсем лартрĕ. Эпир вара пур те пĕрле килĕшсе ĕçлесе, çак тĕллевсене пурнăçласа пырăпăр», - тесе уççăммăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



04 декабря 2014
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter