Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Раççей транспорчĕ» Халăхсем хушшинчи VIII-мĕш курава хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Раççей транспорчĕ»  Халăхсем хушшинчи VIII-мĕш курава хутшăннă. Асăннă мероприятии раштав уйăхĕн 4-6-мĕш кунĕсенче иртет. 2010-2020 çулсенче Раççейре транспорт тытăмне аталнтарас федерацийĕн тĕллевлĕ программине пурнăçа еплерех кĕнине çутатса парасси тата регионсенче транспорт инфратытăмĕ мĕнле аталаннине кăтартса пама тĕллев лартнă. Чăваш Енрен Транспорт министерстви Шупашкарта кил-çуртсем таврашĕнче çул-йĕрсене сарнипе тата реконструкциленĕ ĕçсем пирки мероприятие пухăннисене кăтартса панă. Çак асăннă ĕçсене Чăваш Енĕн тĕп хулинче Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çитнине тата Шупашкар хулине 550 çул çитнине халалласа йĕркелесе пынă. Экспозицисенче М-7 «Волга»  автомашина çулне реконструкцилени пирки те курав тăратнă. «Раççей транспорчĕ» Халăхсем хушшинчи куравра Михаил Игнатьев ирхи ĕçлĕ апатланăва та хутшăннă. Кунта мероприятие Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов инвестици хывакан представительсемпе транспорт, строительство тытăмĕн ертӳçисемпе пĕрле ĕçе хутшăннă. Пухăннисем транспорт тытăмне инвесторсене явăçтарасипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



04 декабря 2014
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter