Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă пулăма хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра  Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă пулăма хутшăннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Кремлĕн чи пысăк залĕнче - Георгий залĕнче торжествăлла церемони 12 сехетре пуçланнă. Ку хутĕнче асăннă мероприятие 1100 чĕннĕ хăна хутшăнĕ. Вĕсем хисепĕнче Федераци канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин тепутачĕсем, РФ Правительство членĕсем, Аслă судсенчен, губернаторсен корпусĕнчен, общество деятелĕсем,  регионсенчи общество палатисен ертӳçисем, пысăк массăлла информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем пуçтарăннă. Çак кунах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ĕçлĕ ирхи тĕпеле йĕркеленĕ пулăма та хутшăннă.



04 декабря 2014
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter